АУ"Редакция Аликовской районной газеты "По жизненному пути"ОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Республика кунне чаплăн уявларĕç

27 июня 2012 г.

Çĕртме уйăхĕн 25-мĕшĕнче Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев Министрсен Кабинечĕн членĕсемпе, федераци ведомствисен территори органĕсен тата муниципалитет ертÿçисемпе кашни эрнере йăлана кĕнĕ йĕркепе канашлу ирттернĕ.Унта Республика кунне уявланине пĕтĕмлетнĕ. Тĕп докладсене ЧР экономика аталанăвĕн, промышленноçпа суту-илÿ министрĕ Алексей Табаков, ЧР культура, национальноçсен ĕçĕсен тата архив ĕçĕн министрĕ Вадим Ефимов тунă.

Алексей Табаков Шупашкарти V экономика форумĕн (çĕртме уйăхĕн 21-24-мĕшĕсенче иртнĕ) ĕçне 1000 çын ытла хутшăннине пĕлтернĕ. Çав шутра – Раççей Экономика аталанăвĕн министерствин, Федерацин ăс-хакăл харпăрлăхĕ енĕпе ĕçлекен службин представителĕсем, Раççей Федерацийĕн Патшалăх Думин депутачĕсем, Раççей Федерацийĕн 19 субъекчĕн ĕç тăвакан влаç органĕсемпе организацийĕсен, çавăн пекех ют 9 патшалăх представителĕсем. Çĕртме уйăхĕн 21-23-мĕшĕсенче «Контур» суту-илÿпе курав комплексĕнче регионсем хушшинчи «Регионсем: чикĕсĕр ĕçтешлĕх» курав иртнĕ. Унта Раççей Федерацийĕн 13 субъекчĕпе Италири 228 организаци хутшăннă, куравра республикăра пурăнакан тата кунта хăнана килнĕ 60 пин ытла çын пулнă. Куравпа форум пĕтĕмлетĕвĕсем тăрăх 3,5 млрд тенкĕлĕх килĕшÿсем тунă.

Кÿкеç поселокĕ те темиçе чĕлхепе калаçрĕ, юрларĕ-ташларĕ. Савăк кăмăллă-кулăллă кун унăн сăнĕ татах çуталчĕ, хитреленчĕ. Район ертÿлĕхĕ те хăна-вĕрле пухма тĕплĕ хатĕрленнине кашниех палăртрĕ. Михаил Игнатьев Пуçлăх уявăн хисеплĕ хăнисемпе пĕрле кунта çитрĕ. Вăл Шупашкар районĕнче пурăнакансем кăçалхи Республика кунне хăйсем патĕнче ирттерме хастар та пуçаруллă ĕçĕпе, ÿсĕмлĕ кăтартусемпе ирĕк çĕнсе илни çинчен каларĕ.

Республика кунĕн культура программи яланхи пекех пуян пулнă. Уявăн пысăк концерчĕсем пурне те савăнăç кÿнĕ.

ЧР шалти ĕçсен министрĕ Сергей Семенов палăртнă тăрăх – общество йĕркине çÿллĕ шайра сыхланă, уяв мероприятийĕсем ирттернĕ вырăнсенче общество йĕркине пăсни пулман.

В.ВАСИЛЬЕВ.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика