АУ"Редакция Аликовской районной газеты "По жизненному пути"ОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Паха продукци кăлараççĕ

27 июня 2012 г.

Элĕкри улма-çырла комбиначĕ çитмĕл виçĕ тĕрлĕ продукци кăларать. Çу кунĕсенче тутлă шыв цехĕн продукцине куллен сутлăха ăсатаççĕ. «Грушевый», «Лимонад», «Апельсиновый», «Тархун», «Клюквенный» тутлă шывсене, «Аликовская» минерал шывне ыйтакансем хальхи вăхăтра питех те нумай. Мĕншĕн тесен вĕсем шăрăхра ăша кантараççĕ.

Консерв цехĕ çĕнĕ сезона тĕплĕн хатĕрленнĕ. Çавăнпа тулли хăватпа ĕçлеме пуçланă. Кăçал комбинатăн 40 гектар çĕр лаптăкĕнче пахча çимĕç пĕлтĕрхинчен ытларах туса илме палăртаççĕ. Вырăнти продукцие хăйсем тирпейлесе халăх патне çитересси – тĕп тĕллевсенчен пĕри. Комбинатри коллектив туслă, палăртнă тĕллевсене пурнăçлассишĕн вăй-хала шеллемеççĕ. Ертÿçĕсем вара продукци ассортиментне пуянлатса пыма, производство хăватне ÿстерме палăртаççĕ.

Кăçалхи ака уйăхĕн 10-мĕшĕнче çĕр-шывăн тĕрлĕ регионĕсенчи кооператорсен пĕр ушкăнĕ Центросоюз Канашĕн председателĕ Е.Кузнецов тата Чăвашпотребсоюз Канашĕн председателĕ В.Павлов ертсе пынипе улма-çырла комбинатне çитсе курнă, кунти ĕç-хĕлпе паллашнă. Делегаци комбинатăн производство цехĕсенче çĕнĕлĕх асăрханă.

Чылайăшĕ акă халиччен упа сарринчен паха салат хатĕрлеме май пуррине вуçех те пĕлмен. Ăна тутанса пăхсан килĕшнине пытарман хăнасем. Упа сарри ăçта ÿснипе, ăна мĕнле тирпейлемеллипе кăсăкланнă.

Улма-çырла комбиначĕн чылай продукцине халăх кăмăлласа туянать. Апла пулсан тăрăшса ĕçлени сая каймасть.

В.НИКИФОРОВ.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика