АУ"Редакция Аликовской районной газеты "По жизненному пути"ОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Уяв концертне хутшăннă

30 июня 2012 г.

Çĕртме уйăхĕн 24-мĕшĕнче, Республика кунĕнче, Шупашкарти Хĕрлĕ лапамра «Сăрпа Çавал çаврисем», «Çĕр пин юрăпа ташă тăрăхĕнче», «Чăваш Ен кĕввисем – çĕнĕ юхăм» халăх пултарулăх фестивалĕсен гала-концерчĕ иртнĕ. Унта пирĕн районти юрă-ташă ăстисем те хăйсен пултарулăхне кăтартнă, дипломсемпе парнесене çĕнсе илнĕ. Акă культурăпа кану центрĕнчи «Элĕк пикисем» вокал ансамблĕ 3-мĕш степеньлĕ диплома тивĕçнĕ, «Ветеран» хор ушкăнне 2-мĕш степеньлĕ дипломпа чысланă. Ку пултарулăх ушкăнĕсене Владимир Терентьев ертсе пырать.

«Сăрпа Çавал çаврисем» фольклор ушкăнĕсен концертĕнче Тенири Александра Иванова, Юнтапари Галина Краснова, Кĕçĕн Тăванти Дарья Андреева, Элĕкри культурăпа кану центрĕнчи Алексей Ефимов, Шĕмшешри Вячеслав Филиппов тата Мăн Вылăпа Тавăтри культурăпа информаци центрĕсенчи фольклор ансамблĕсем пысăк ăсталăх кăтартнă, лауреатсем пулса тăнă.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика