30 июня 2012 г.
Пай çĕрĕсене харпăрлăха илтĕмĕр те усăсăр вырттарас теместпĕр. Вĕсемпе усă курма пуçланăранпа пилĕк-ултă çул та çитрĕ. Выльăх апачлĕх культурăсем туса илетпĕр. Иртнĕ çул утă хÿхĕм пулчĕ. Çĕр улмине те тухăçлă çитĕнтертĕмĕр. Выльăх кăшманĕ те патвар ÿсрĕ. Суханпа кавăн тухăçĕ те савăнтарчĕ. Кавăнпа тăрантарнă вăхăтра пăрусем ÿт хăвăрт хушса пычĕç. Çавăнпа кăçал та кавăн лаптăкне пысăклатрăмăр. Выльăх кăшманĕ вара ĕнесен сĕт антараслăхне ÿстерме кирлĕ. Халĕ алă вĕççĕн пĕччен нимех те тăваймăн. Çавна тĕпе хурса, Газель машина тытатпăр, мотоблок та туяннă. Ĕлĕкхи майпа ĕçлени те усăсăр мар тесшĕн эпĕ. Килти хуçалăхра чылайранпа лаша усратпăр. Кăçал та акса-лартмалли участока янаварпах хатĕрлерĕм, хыççăн та, çĕр улми лартнă çĕрте, плугпах касăсем хыврăмăр. Ана çинче пысăк йышпа ĕçлерĕмĕр. Пĕр-пĕрне пулăшас ырă йăла пур пирĕн ялта. Паллах, мăшăр, ачасем те çĕр ĕçне хастар хутшăнаççĕ.
Иртнĕ çулсенче «Молния», хамăр «Токташи» хуçалăхсенче агрономра ĕçлени час-часах аса килет. Анлă уй-хирсенче ял хуçалăх культурисен тухăçне ÿстерессишĕн тăрăшман мар. Хальхи пурнăç вара çĕнĕлле ĕçлеме хистет.
Владимир АНТОНОВ,
çĕр ĕçченĕ.