30 июня 2012 г.
Виçĕ теçетке ытла çул суту-илÿ тытăмĕнче тăрăшатăп. Халĕ те ас тăватăп хамăн ĕç стажне Тени лавккинче пуçланине. Вăл тапхăрта сентресем паянхи пекех апат-çимĕçрен тулăх та пуян пулнă теместĕп. Халĕ ял çынни те хулана каймасăрах вырăнта тĕрлĕ тавар туянма пултарни манăн кăмăла та çĕклет. Тĕрлĕ фирма-фабрикăсенче туса кăларнă печени-премĕк, конфет – суйламалăх пурах. Аш-пăш, котлет-кăлпасси те татăлмасть лавккаран. Вăйлах аталанчĕ ялта та суту-илÿ.
Тавар сутнипе пĕрлех потребительсен обществи ял халăхне чĕртавара та вырнаçтарма пулăшать. Эренарта 2005 çултанпа сĕт пуçтарассипе ĕçлетпĕр. Райпо кăна мар, Пăрачкав районĕнчен килсе уйрăм çын та пуçтарать пирĕн сĕте. Кашниех хăй туса илнĕ тавара хаклăпа сутма тăрăшать. Хаксем çинчен калаçас пулсан, Эренарта райпо уйрăм çынран ытларах тÿлени ял çыннине савăнтарать. Çавăнпа та чылайăшĕ пирĕн пата килеççĕ те. Паянхи куна 40 çын шутланать ку йышра.
Ял çынни вара сĕт укçи шучĕпе лавккаран кирлĕ тавара та туянаять. Укçан та алла паратпăр. Сĕте ирхи çичĕ сехетре илсе кайни те ял çыннишĕн меллĕ. Çавăн пекех паха чĕртавара пуçтарас ĕçре автотранспорт водителĕн Леонид Михайловăн тÿпи те пысăк.
Тамара ПЕТРОВА,
Эренар лавккин заведующийĕ.