АУ"Редакция Аликовской районной газеты "По жизненному пути"ОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Пурнăçĕсене тăван хуçалăхпа çыхăнтарнă

30 июня 2012 г.

Ÿссе пынă çемĕн ачалăх ытларах та ытларах илĕртнине халĕ туятăп. Темшĕн час-часах куç умне тухать вăл. Çемьере ачасенчен эпĕ виççĕмĕш, чи кĕçĕнни. Аслă аппасем шкул çулĕн юлашки сукмакĕсене такăрлатнă чухне, эпĕ тин çеç вĕренме пуçланă. Тимлĕхĕ те, юратăвĕ те мана ытларах тивнĕ пулĕ.Мĕн ас тунă тăрăх хĕр ача пулин те пуканесемпе ытти капăр япаласем илĕртместчĕç. Мĕн пĕчĕкренех аттепе пĕрле автомашинăпа рейссенче çÿренĕрен ытларах тĕрлĕ йышши транспорт кăсăклантаратчĕ. Манăн пĕчĕк гаражра мĕн тĕрлĕ трактор-машина çукчĕ-ши;

Атте, Леонид Петрович Кузьмин, хăйĕн автотранспортне юсаса чун кĕртнĕ чухне унта явăнса çÿреме юрататтăм. Хыççăн хамăн тетте машинăсене миçе хут пăсса юсанă-ши; Шучĕ те çук.

Кулленех пĕр сиктермесĕрех рейссене çÿренĕрен машина салонĕ кил пекехчĕ. Ывăнсан выртса канаттăм. Хырăм выçсан анне ир-ирех хатĕрлесе парса янă апата тутанаттăм. Аттен ĕçтешĕсем те час-часах тĕрлĕ кучченеçпе хăналатчĕç мана пĕчĕк стажера.

Ахальтен куç умне кăлармарăм çак самантсене. Аттепе анне мĕн шкул пĕтернĕренпех пурнăçĕсене ял хуçалăхĕпе çыхăнтарнине палăртасшăн. Иккĕшĕ те Какаç ялĕнче çуралнă вĕсем. Атте, Леонид Петрович Кузьмин, Тивĕшри вăтам шкула пĕтерсен çар ретне тăнă. 1975-1977 çулсенче Китай чиккинче, Благовещенск хулинче, пограничник тивĕçне пурнăçланă.

Асаттен çулне суйланă атте, водитель правине алла илнĕ. Пĕрремĕш автомашина унăн «ГАЗ-51» пулнă. Ĕç стажне «Сорма» хуçалăхра пуçланă. Вăтăр тăватă çул хушшинче тĕрлĕ автотранспортпа ĕçлеме тÿр килнĕ аттен. Вăл миçе пин çухрăм çÿренине палăртма та йывăр. Чи пĕлтерĕшли вара, Леонид Петрович, техникăна яланах юсавлă, тирпейлĕ тытатчĕ. Ĕççи вăхăтĕнче автотранспорт ванса ларни пулман. 2005-2009 çулсенче «Новый путь» хуçалăхăн механик тивĕçĕсене те пурнăçласа пычĕ атте.

Пĕлтĕр вăл вырмара хастарлăх кăтартрĕ. Пиçсе çитнĕ тыр-пула комбайнсем патĕнчен йĕтем çине турттарчĕ. Анчах та виçĕ уйăх каялла çывăх çыннăмăрăн пурнăçĕ йывăр чире пула вăхăтсăр татăлчĕ.

Анне ĕçĕ те тÿрремĕнех ял хуçалăх предприятийĕпе çыхăннă. «Новый путь» хуçалăхра выльăх-чĕрлĕх енĕпе шут ĕçченĕ. Вăл та бухгалтер специальноçне алла илнĕ хыççăн тăван тăрăхах таврăннă. 1979 çулта «Сорма» хуçалăхăн иккĕмĕш уйрăмне шалу шутласа паракан бухгалтерне вырнаçнă. Автотранспорт бухгалтерĕн тивĕçĕсене те пурнăçланă пĕр вăхăт.

Анне тимлĕхĕнчен, ĕçри яваплăхран хуçалăх шăпи килнине палăртмалла. Кашни цифра тĕрĕс пулмалла. Кун пек чухне çеç хуçалăх ĕçĕ-хĕлĕ куç умне туллин тухса тăрать.

Вĕсен ĕç-хĕлне кура, ял хуçалăхĕн аталанăвĕ пăшăрхантарнăран, ял çыннин продукцине йÿнĕпе туянни чуна ыраттарнăран хам та унпа çыхăннă профессиех суйларăм.

Халĕ эпĕ Чăваш патшалăх ял хуçалăх академийĕн виççĕмĕш курс студенчĕ. Ял хуçалăх продукцине хатĕрлес енĕпе технолог специальноçне алла илетĕп. Канмалли кунсенче тăван киле васкатăп. Ленăпа Люда аппасемшĕн те кил чун уççи. Вĕсен Генăпа Саша ывăлĕсем аслашшĕнчен уйрăлмасчĕç. Канмалли кунсенче унпа пĕрле автотранспорта шĕкĕлченĕ, техникăна «юсама» пулăшнă. Аттепе анне Чăваш Сурăм ялĕнче кил-хуçалăха тĕпрен çĕкленĕ. Ăна паян анне пĕчченех çирĕп тытать.

Лариса КУЗЬМИНА,

Чăваш Сурăм ялĕ.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика