АУ"Редакция Аликовской районной газеты "По жизненному пути"ОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Çул-йĕр правилисемпе паллашрĕç

30 июня 2012 г.

Çул çинчи пăтăрмахсене нумай çын лекет, вĕсен хушшинче шкул çулне çитмен ачасем те сахал мар. Пĕчĕкскерсем инкеке çакланасран асăрхаттарас тĕллевпе Тавăтри ача садĕнче ĕçлекенсем шăпăрлансене çул-йĕр правилисемпе кулленех паллаштараççĕ. «Светофорик» конкурса та тĕплĕн хатĕрленетпĕр.Ачасем валли вăйăсем, тĕл пулусем, ÿкерчĕксен куравĕсем йĕркелерĕмĕр. Пире çак конкурса хатĕрленме ача садĕнче ĕçлекенсем кăна мар, ашшĕ-амăшĕсем те пулăшрĕç. «Цветик-семицветик» ушкăна çÿрекен 4-7 çулхи ачасемпе «Çул-йĕр азбуки» спорт мероприятийĕ, «Эпĕ çулçÿревçĕ» экскурси, тĕрлĕрен калаçусем ирттерсе çул-йĕр правилисене пĕлнине çирĕплетрĕмĕр.

Ачасемпе садик ĕçченĕсем çул-йĕр хăрушсăрлăх инспекцийĕн инспекторĕпе Константин Прокопьевпа тĕл пулчĕç. Вăл çул-йĕр правилисене пурин те пĕлмеллине, ачасене ку енĕпе садикре кăна мар, килте те паллаштармалли çинчен каларĕ, курăмлă ÿкерчĕксемпе çул çинчи паллăсене кăтартрĕ. Вăл е ку йĕркене пăхăнмасан инкек патне çитме пултарассине ăнлантарчĕ.

Л.ПЕТРОВА,

А.СКВОРЦОВА,

Тавăтри «Пучах» ача сачĕн воспитателĕсем.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика