04 июля 2012 г.
Шăмат кун районта суту-илÿ ĕçченĕсен Пĕтĕм тĕнчери коопераци кунне паллă турĕç. Савăнма сăлтавĕ пур: Элĕк райповĕ Чăвашпотребсоюзăн экономика ăмăртăвĕнче виçĕ çул каялла çĕнсе илнĕ куçса çÿрекен ялава халĕ те алăран вĕçертмест.
Райпо Канашĕн председателĕ Юрий Харитонов уявпа саламланă май кăçалхи ĕç-хĕл çинче чарăнса тăчĕ, тавар çаврăнăш планне уйăхсерен ÿстерсе пынине пĕлтерчĕ, суту-илÿ тытăмĕнче ĕçлекенсене ăнăçу сунчĕ. Район пуçлăхĕ – районти депутатсен Пухăвĕн председателĕ В.Дубинин, район администрацийĕн пуçлăхĕн çумĕ Л.Никитина, ЧР Патшалăх Канашĕн депутачĕ, Муркашри чăх-чĕп фабрикин директорĕ Н.Ванеркин, Çĕмĕрле район администрацийĕн пуçлăхĕ Л. Рафинов уявпа ăшшăн саламларĕç, райпо ăнăçлă ĕçленине палăртрĕç, малашне те ÿсĕмсем сунчĕç.
Ĕçре палăрнисене парнесемпе чысларĕç. Уява чăваш эстрада артисчĕсен концерчĕ илем кÿчĕ.
Л.ПЕРОВ.