04 июля 2012 г.
Çур çул вĕçленнĕ май, иртнĕ тапхăрти ĕç-хĕле пĕтĕмлетни вырăнлă. Çĕмĕрлери гигиенăпа эпидемиологи центрĕн Элĕкри филиалĕн ĕçченĕсем отчет ĕçĕсене темиçе кун каяллах вĕçлесе кирлĕ çĕре çитернĕ.– Хамăр службăна нумай енлĕ тишкерсе тухрăмăр. Кăтартусем вара япăх мар, – терĕç кунти Елизавета Ивановăпа Роза Данилова специалистсем.
Кусен ĕçĕ хăйне евĕрлĕ пулни паллах ĕнтĕ. Санитари, тирпейлĕхпе йĕркелĕх енĕпе тимлеççĕ вĕсем. Çав вăхăтрах эпидемиологи тĕлĕшĕнчен те яваплă.
Ăçта таса, типтерлĕ, унта чир-чĕр сарăлас хăрушлăх çукки паллă.
– Эпир кăçал час-часах районти шкулсенче, апат-çимĕç, суту-илÿ предприятийĕсенче пултăмăр. Санитари йĕркисене мĕнле пăхăннине тĕрĕслерĕмĕр. Пăшăрхантаракан тĕслĕхсем питех пулман, – хыпарларĕ врач-эпидемиолога пулăшакан Елизавета Васильевна.
Унпа пĕрле вăй хуракан Роза Хрисанфовна та япăххине асăнмарĕ. Кăçал шăши чирĕпе чирлекенсем вуçех те пулман иккен. Иртнĕ çулхипе танлаштарсан, сарамакпа, вар виттипе чирлесси те ÿсмен. Çавна, паллах, анализсен кăтартăвĕсем çирĕплетеççĕ.
Вырăнсене çитнĕ май, гигиенăпа эпидемиологи центрĕн ĕçченĕсем, тĕрĕслÿ ирттернĕ вăхăтрах, анализсем илесси тахçанах вĕсен ĕçĕн йĕрки пулса тăнă ĕнтĕ. Пробăна вара вырăнта тытмаççĕ, çийĕнчех Çĕмĕрлери центра çитереççĕ.
Кăтартăвĕ мĕнлине те часах пĕлме майсем пур специалистсен.
–Уйрăм предпринимательсемпе, организацисемпе, предприятисемпе, учрежденисемпе те çыхăнмасăр май çук. Договорпа килĕшÿллĕн производствăна контроллетпĕр. Апат-çимĕç продукчĕсен, шыв пахалăхне те тишкеретпĕр, – хуравларĕç ĕçченсем.
Пурнăçра темĕнле те килсе тухма пултарать-çке. Сасартăк пĕр-пĕр чир палăрнă тейĕпĕр.Çавăн çинчен хыпара тÿрех гигиенăпа эпидемиологи центрне çитереççĕ. Кунти служба ĕçченĕсем вара васкавлăн вырăна çитеççĕ. Тĕпчевпе сăнав ĕçĕсем ирттереççĕ. Чир-чĕре пĕтерессипе кирлĕ мерăсем йышăнаççĕ. Ача-пăча учрежденийĕсем çине тимлĕх ытларах уйăрма тивнине те палăртрĕç асăннă служба ĕçченĕсем. Сăмахран, ача сачĕсенчи санитари тĕлĕшĕнчи йĕркелĕхе ятарлă картăсенче кăтартаççĕ вĕсем. Япăххи ытларах палăрсан карантина хупассине те татса параççĕ.
Районта патшалăх санитари служби нумай çул каяллах – вăрçăчченех йĕркеленнĕ-ха. Хăйĕн ĕçне сарса, вăйлатса, çĕнетсе пынă вăл. Организаци ячĕ улшăнса пынине те асăрханă ĕнтĕ Элĕк Ен çыннисем. Чылай çул «Санэпидемстанци» ятпа пурăнчĕ вăл. Хыççăн «Санэпиднадзор» центрĕ» пулса тăчĕ. Юлашки вăхăтра вара – «Гигиенăпа эпидемиологи центрĕ». Нумай çул район шайĕнче шутланса тăнă сывлăх организацийĕ юлашки вăхăтра филиал кăна пулса юлчĕ, Çĕмĕрлене пăхăнса тăрать.
Санитарипе эпидемиологи енĕпе вăй хуракансем щитлă вăрăм çуртра вырнаçнăччĕ. Йышĕ те пурччĕ-ха ĕçченсен. Иртсе кайнă 2011 çул вĕсемшĕн çĕнĕ вырăна куçнипе те палăрса юлать. Унччен баклаборатори пулнă шурă çуртра тăрăшаççĕ халĕ филиал ĕçченĕсем. Кусем вара пĕтĕмпе те иккĕн кăна. Нумай енлĕ ĕçре ĕлкĕрсех пынипе кăмăллă вĕсем.
– Пире Çĕмĕрлери пуçлăхсем нихăçан та ятламан. Апла пулсан лайăх ĕçлетпĕр эпир, – шÿтленçи пулчĕ Елизавета Иванова санитари фельдшерĕ.
Чăнах та, ăнăçлăх кадрсен пултарулăхĕнчен нумай килет. Елизавета Ивановăпа Роза Данилова хăйсен шанăçне тÿрре кăларсах пыраççĕ. Мĕншĕн тесен иккĕшĕ те нумай çул ĕçлесе пысăк ăсталăх пухнă, тăрăшуллă та вĕсем.
Елена ТИМОФЕЕВА.