07 июля 2012 г.
Мăн Ямашри Ефимовсем пĕр сехет те усăсăр ирттермеççĕ. Канма ларсан та пĕр-пĕр витре е тата мĕн те пулин ăсталасси йăлара мăшăрсен. Вĕсем виçĕ ывăла çуратса ура çине тăратнă. Асли Челябинскра салтак службине ирттернĕ хыççăн унтах вĕренме юлса çемье те çавăрнă. Юрист дипломне алла илсен хăйĕн фирмине уçнă. Вăталăххин те хăйĕн автосервис пур. Кĕçĕнни Шупашкартах пурăнать, сварщикра вăй хурать.
Людмила Георгиевна 1955 çулта çак ялта çуралса ÿснĕ. Александр Петрович мăшăрĕ те Мăн Ямашранах. Пĕр-пĕрне ачаранпах пĕлсе ÿснĕ те çемьене чăмăртаннă вĕсем. 1977 çулта пĕрлешнине хут çинче регистрациленĕ.
А.Ефимовăн аллисем ылтăн пек. Çакна вăл ăсталанă ал ĕçĕсем те, хуралтисем те çирĕплетеççĕ.
Йĕри-тавра арçын тунă япаласем. Кил картине те йăлтах кирпĕчрен хытарнă. Урам алăкĕнчен кĕрсенех тирпейлĕх авăрне çакланатăн. Кашни япала хăй вырăнĕнче. Ефимовсем пыл хурчĕсем те тытаççĕ. Çак ĕçе 5-6 çул каялла кÿлĕннĕ.
– Пирĕн килте ют çын килсе тунă пĕр япала çук. Пÿрте те упăшка тăвансемпе пĕрле купаласа лартнă, – палăртрĕ Людмила Георгиевна.
Калаçу вăхăтĕнче Александр Петровичăн ашшĕ çавăн пек пултаруллă та маттур пулнине пĕлтĕмĕр. Ăсталăхĕ çавăнтан куçнă ăна. Тимĕртен те, йывăçран та касса кăларса пĕр-пĕр кирлĕ япала тума пултарать. Кил картине кĕмелли урам алăкĕ тăрринче те вăл хĕртсе тунă илемлĕ эрешсем. Пÿрт умĕнчи картине А.Ефимов хăйех тытнă.
Людмила Георгиевнăпа Александр Петрович вите-сарайĕсене те тахçанах тем пысăкăш купаласа лартнă. Ĕне выльăх шучĕ те чылай картара. Кроликсем те тытаççĕ, ĕрчетеççĕ.
Пахчара груша, тĕрлĕ сортлă пан улми, виноград та ÿсеççĕ.
Ефимовсем килти çĕрсĕр пуçне уйра ултă гектар лаптăк илнĕ. Унта ĕçлемешкĕн мотоблок та, тракторĕ те пур çемьен.
Ултă теçеткене çывхаркан арçын хĕрарăм ĕçне те лайăх пĕлет. Хăйĕн мăшăрне çамрăк чух çăм арлама та вĕрентнĕ. Çекĕлпе çыхма пĕр-пĕр салфетка та пултарать ун алли. Çĕвĕ машинипе хĕрарăм саппунне çĕлеме те пĕлет. Людмила Георгиевна минтер пичĕсем е стена çине çакмалли пĕр-пĕр илемлĕ картина тĕрлет. Мăнукĕсене кĕпе-йĕм çыхса парать.
Ефимовсен пÿрчĕ питĕ пысăк. Мăшăрсем хулари пекех пурăнаççĕ. Туалечĕ те пÿртрех. Вĕри шыв та кранран юхать.
Кухня гарнитурине хăй тунă. Лавккара илмен. Урайне кафель плита сарнă. Ефимовсем – питĕ ăста та ĕçчен çемье. Арçын арăмне витене шыв йăттармасть. Ăна валли ятарласа ĕнесене шăвармалли шыв пыракан савăт вырнаçтарса панă. Тислĕк те алăпа кăлармаççĕ. Александр Петрович темиçе çул хуçалăх ертÿçинче тăрăшнă. Ăста арçын пулла çÿреме те юратать. Кил умĕнчи пĕвине те хăйех тутарнă. Унăн мăшăрĕ Людмила 1983 çултан пуçласа мĕн хуçалăх пĕтичченех фермăра ĕçленĕ. Фермăра та, лаборанткăра та, осеменаторта та тăрăшулăхпа ÿсĕмсем кăтартнă вăл. Хĕрарăм районта искусственнăй майпа пĕтĕлентермелли пункта чи пĕрремĕш уçаканни пулнă.
Ашшĕ-амăшне кура ывăлĕсем те маттур.
А.СИЛИВЕСТРОВА.