АУ"Редакция Аликовской районной газеты "По жизненному пути"ОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Ултă ача ÿстереççĕ

07 июля 2012 г.

Мăн Шĕвĕшре пурăнакан Тихоновсен çемйинче ăнланупа килĕшÿ хуçаланаççĕ. Мăшăр пĕр-пĕрне юратса, хисеплесе пурăнать. Çемье ача-пăча сассипе, куллипе савăнать. Пÿртре шăв-шав пулмасан вĕсене кичем пек туйăнать. Тихоновсем улăт ачана ура çине тăратассишĕн тăрăшаççĕ. Туслă çемье пуçĕпе Николай Ивановичпа тĕл пулма тÿр килчĕ.

Николай Иванович çак ялтах çуралса ÿснĕ, Вăрнарти техникумра, Шупашкарти ял хуçалăх институтĕнче вĕреннĕ, агроном дипломне илнĕ. Вăл хăйĕн профессийĕпе «Новый путь» хуçалăхра 25 çул вăй хунă. Мăшăрĕ Татьяна Яковлевна Муркаш районĕнчи Пăсăрман ялĕнче кун çути курнă. Шăпа вĕсене Муркаш районĕнчи Тивĕшре паллаштарнă. Диплом илнĕ Татьяна çав ялти шкула математика вĕрентме пынă. Кĕркунне шкул ачисем уя çĕр улми пуçтарма тухнă. Николай çавăн чухне хĕре куç хывнă, вăл хăйĕнчен вун икĕ çул кĕçĕнрех пулни те шиклентермен.

– Татьянăна пĕрре курсах саврăм. Хам пырса паллашрăм. Хĕрпе каччă пек нумай çÿремерĕмĕр, çур çултан çемье чăмăртарăмăр. 2000 çулхи кĕркунне пĕрремĕш ача çуралчĕ. Ирина халĕ 5-мĕш класран вĕренсе тухрĕ ĕнтĕ, – калаçу çăмхине сÿтрĕ Николай Иванович.

Тихоновсен иккĕмĕш пепки Саша тăватă çултан çуралнă. Халĕ вăл 2-мĕш класа куçнă. Олеся – пиллĕкре, садике çÿрет. Светланăпа Сергей та пĕчĕк-ха. Аппăшĕпе садике çÿреççĕ. Чи кĕçĕнни Мария çут тĕнчене икĕ çул каялла килнĕ. Татьяна Яковлевна хальлĕхе декрет отпускĕнче. Ачасем туслă ÿсеççĕ, аслисем кĕçĕннисене пулăшаççĕ. Шăпăрлансем тиркемеççĕ: пĕр-пĕрин тумтирне тăхăнаçĕ. Халĕ пурăнакан çурта Николай Тихонов авланиччен купаланă, тăррине витмелли çеç юлнă. Çемье чăмăртасан арăмĕпе упăшки пĕрле тар тăкнă, çĕнĕ çурта пурăнма куçнă. Тихоновсем патшалăх пулăшăвĕпе усă курнă. Татьянăна – çамрăк специалиста – 2005 çулта 230 пин тенкĕ субсиди панă. Çемье нухратпа кил-çуртра усă курнă. Халĕ нумай ачаллă çемье çĕр илме черете тăнă.

– Тĕпренчĕкĕмĕрсен пуласлăхĕ пирки шухăшламалла. Икĕ ывăл çитĕнет. Кĕçĕнни тĕп килте юласса шанатпăр. Аслă ывăл валли çурт çĕклемеллех, – ĕмĕчĕсемпе паллаштарчĕ кил хуçи.

Тихоновсем ачисене мĕн пĕчĕкренех ĕçе хăнăхтараççĕ. Ял çыннин выльăх-чĕрлĕхпе аппалансах нумай вăхăт иртет: Тихоновсем икĕ ĕнепе вăкăр усраççĕ. Аслисем кил-тĕрĕшре ашшĕ-амăшне пулăшма тăрăшаççĕ. Çемье пуç усмасть. Мăшăр тĕпренчĕкĕсене тĕрĕс воспитани парать. Туслă çемье пĕр кĕрекере пухăнса савăнма кăмăллать.

– Кашни ачан çуралнă кунне паллă тăватпăр. Менелинк ячĕпе парне илсе паратпăр, торт çиетпĕр. Çиччĕмĕш ачана пăхса ÿстерме те пулать. Анчах мăшăрăм хирĕç, – йăл кулчĕ Николай Иванович. – Малалла мĕнле пурăнассине куç курать. Çемьере икĕ пепке çеç çителĕксĕр. Манăн шухăшпа, нумай ача пулмалла. Паллах, вĕсене пурнăç çулĕ çине тăратма нухрат самай кирлĕ. Анчах ачасем укçа-тенкĕрен хаклăрах.

Мăн Шĕвĕшре çамрăксем çемье çавăрса тĕпленеççĕ, çуртсем çĕклеççĕ. Çĕнĕ урамра капмар пÿрт шăкăрин ларать. Урамри хăйăр купи çинче ача-пăча татăлмасть. Çакă чăн телей мар-и;

Ирина АЛЕКСЕЕВА.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика