АУ"Редакция Аликовской районной газеты "По жизненному пути"ОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Ачасене хĕрĕх виçĕ çул вĕрентнĕ

07 июля 2012 г.

Ольга Антонова 1926 çулта Çĕмĕрле районĕнчи Уйпуç Ялтра ялĕнче çуралнă. Вăрçă чарăннă çул Калининăри педагогика училищинчен вĕренсе тухнă. Малтанах Вăрнар районĕнчи Чăрăш Хирлепре пĕр çул ĕçленĕ. Унтан шăпи Çĕмĕрле районне кĕрекен Юманай шкулне илсе çитернĕ. Ун чухне вĕрентекенĕн алла ручка кăна мар, пуртă-пăчкă та тытма тивнĕ. Шкул çуртне хутса ăшăтма вăрманне те хăйсемех ĕçленĕ. Çав вăхăтрах обществăлла ĕçсене те хутшăннă. Концерт-спектакль лартса ял çыннисене савăнтарнă.

Ольга Гавриловна хăйĕн пулас мăшăрĕпе Мăн Тукташри учительсен коллективĕ Юманайне спектакль лартма кайсан паллашнă. Иван Петрович Антонов та шкулта ĕçленĕ. Икĕ çамрăк вĕрентекен пĕр-пĕрин патне çырусем çырма пуçланă. 1947 çулта пĕр çемьене чăмăртанаççĕ. Мăн Тукташ ялĕнче тĕпленеççĕ. Кĕçех иккĕшĕ те Кĕçĕн Тăван шкулĕнче вырăн тупаççĕ. Пĕрле вунă çула яхăн ĕçлеççĕ вĕсем. Иван Петрович пĕлĕвне татах та ÿстерессипе вăй хурать, Чулхулари педагогика институтĕнчен куçăмсăр майпа нимĕç чĕлхи курсне пĕтерет. Шкулта ют чĕлхепе те вĕрентме пуçлать.

Ăна 1958 çулта Мăн Тукташ хуçалăхне ертсе пыма шанаççĕ. Колхозсем пĕрлешсе пысăкланнă вăхăтра çак ĕçрен пăрахать. Тени шкулĕн çулне такăрлатма пуçлать. Çав вăхăтран пурнăç йĕрки кăштах улшăнать Антоновсен.

Иван Тенире ĕçлеме тытăнсан çанталăк лайăх чухне кăна киле таврăннă, пĕр кинемей патĕнче хваттерте юлнă. Ольга Гавриловнăна та Кĕçĕн Тăвана çити утма çăмăлах килмен. 1975 çулта пенсие кайнă учитель вырăнне Тукташа, пуçламăш шкула, куçма май килнĕ.

Мăшăрсем çирĕм тăхăр çул пĕрле пурăннă.

– Сиссе те юлаймарăм çав вăхăт иртсе кайнине. Хĕрпе каччă чухнехи туйăмсем сĕвĕрĕлсе те çитеймерĕç, савăнса пурăнмалла вăхăтра пирĕнтен уйрăлса кайрĕ, – тесе аса илет мăшăрне Ольга Гавриловна.

Иван Петрович вăрçă инваличĕ шутланнă, сывлăх енчен тăтăшах аптранă. Юн пусăмĕ выляса тăнипе вăхăтсăрах çĕре кĕнĕ. Хăй самаях çулланнă ĕнтĕ, сакăр вун улттăра. Вĕрентекен профессине суйласа илсе ĕмĕр тăршшĕпе шкулта ĕçлеме тÿр килнишĕн хĕпĕртет, хăйĕн вĕренекенĕсемпе мăнаçланать. Чылайăшĕ вĕсем аслă пĕлÿ илнĕ, «пысăк» çынсем пулса тăнă. Çакă учительница-ветерана вăй парса тăрать. Хăйне сума сунине те çÿлти шайра тытса пырать, иртен-çÿренпе вашават, хăйне тирпейлĕ тытать, вĕренекенĕсене те манмасть.

Вĕрентекен иккĕмĕш амăшĕ вырăнĕнче пулмалла теççĕ те, Ольга Гавриловна Антонова хăй вăхăтĕнче çав вырăна тивĕçлипех йышăннă. Ахальтен мар ĕнтĕ вĕренекенĕсем халĕ те манмаççĕ ăна, уявсенче саламлаççĕ, тĕлпулусене чĕнеççĕ.

С.СВЕТЛОВА.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика