АУ"Редакция Аликовской районной газеты "По жизненному пути"ОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Çамрăксене уяв савăнăç кÿнĕ

11 июля 2012 г.

Элĕкри культурăпа кану центрĕ умĕнчи лапамра Раççей çамрăкĕсен кунне халалланă мероприяти иртнĕ. Ăна район администрацийĕн пуçлăхĕн социаллă ыйтусем енĕпе ĕçлекен çумĕ – вĕрентÿ пайĕн начальникĕ Э.В.Николаев уçнă. Вăл çамрăксене уяв ячĕпе ăшшăн саламланă. Район, республика, çĕршыв пуласлăхĕ ăслă-тăнлă, пултаруллă, сывă çамрăксенчен нумай килнине палăртнă. Эдуард Владимирович район администрацийĕн пуçлăхĕн стипендине пĕр хутчен илнĕ стипендиатсене свидетельствăсем панă. Кусем – ĕçлекен çамрăксем вунпĕрĕн: Наталья Валерьевна Алексеева – Мăн Вылă ял тăрăхĕн администрацийĕн çамрăксен канашĕн членĕ, Олег Юрьевич Михайлов – Ехремкасси ял тăрăхĕн администрацийĕн çамрăксен канашĕн председателĕ, Дмитрий Геннадьевич Никифоров – Ехремкасси ял тăрăхĕн «Хушма хуçалăх» предприяти директорĕ, Артем Александрович Егоров – Тавăт ял тăрăхĕн администрацийĕн çамрăксен канашĕн членĕ, Оксана Николаевна Емельянова – Чăваш Сурăм ял тăрăхĕн администрацийĕн çамрăксен канашĕн членĕ, Сергей Рувимович Федоров – район администрацийĕн инженер-программисчĕ, Сергей Львович Иванов – культурăпа кану центрĕн методисчĕ, Надежда Николаевна Федорова – Шупашкарти Олимп резервĕсен училищинче вĕренекен, Сергей Михайлович Прокопьев – райпори çамрăксен канашĕн членĕ, Сергей Вячеславович Васильев – «Витязь» обществăри гараж заведующийĕ, Елена Германовна Иванова – ачасемпе çамрăксен пултарулăх центрĕн директорĕ.

Уява пынисем концерт курса савăннă. Дискотека та хаваслă иртнĕ.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика