АУ"Редакция Аликовской районной газеты "По жизненному пути"ОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Федераци Канашĕн Чăваш Енри çĕнĕ членĕ

11 июля 2012 г.

Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев «Раççей Федерацийĕн Федераци Пухăвĕн Федераци Канашĕн членĕ – Чăваш Республикин патшалăх влаçĕн ĕç тăвакан органĕн предствителĕ çинчен» Указне алă пуснă. Унпа килĕшÿллĕн Галина Григорьевна НИКОЛАЕВĂНА Раççей Федерацийĕн Федераци Канашĕн членне – Чăваш Республикин патшалăх влаçĕн ĕç тăвакан органĕн представителĕ пулма уйăрса лартнă.

Аса илтеретпĕр, унччен Федераци Канашĕн членĕ – Чăваш Республикин патшалăх влаçĕн ĕç тăвакан органĕн представителĕ хальхи Раççей Ял хуçалăх министрĕ Николай Федоров пулнăччĕ.

Галина Григорьевна Николаева – Чăваш Республикин Патшалăх Канашĕн депутачĕ, Пĕтĕм Раççейри «Пĕрлĕхлĕ Раççей» политика партийĕн Чăваш регион уйрăмĕнчен, 2011 çулхи раштав уйăхĕн 4-мĕшĕнче суйланнă.

Çĕмĕрле районĕнчи Хĕрлĕ Октябрь поселокĕнче 1954 çулхи ака уйăхĕн 7-мĕшĕнче çуралнă. Аслă пĕлÿллĕ, 1975 çулта И.Я.Яковлев ячĕллĕ Чăваш патшалăх педагогика институтĕнчен «Вырăс чĕлхи тата литератури» специальноçпа вĕренсе тухнă. Пĕр ывăл пур.

Тĕрлĕ çĕрте ĕçленĕ, çав шутра: Çĕмĕрле районĕнчи Кабаново поселокĕнчи 8 çул вĕренмелли шкул уителĕ (1975-1976 çç.), ВЛКСМ Çĕмĕрле хула комитечĕн секретарĕ, иккĕмĕш секретарĕ (1976-1979 çç.), ВЛКСМ Чăваш обкомĕн секретарĕ (1979-1985 çç.), ЧР вĕренÿ министрĕн çумĕ, пай пуçлăхĕ (1985-1998 çç.), ЧР Президенчĕн Администрацийĕн ертÿçин пĕрремĕш çумĕ (2001-2002 çç.), Пĕтĕм Раççейри «Пĕрлĕхлĕ Раççей» политика партийĕн Чăваш регион уйрăмĕн ĕç тăвакан комитечĕн ертÿçи, уйрăм пуçлăхĕ (2002-2006 çç). 2006 çултан пуçласа паянхи кунччен – Пĕтĕм Раççейри «Пĕрлĕхлĕ Раççей» политика партийĕн Чăваш регион уйрăмĕн ĕç тăвакан комитечĕн ертÿçи. ЧР Патшалăх Канашĕн патшалăх строительствин, вырăнти хăй тытăмлăх, регламент тата депутат этикин комитечĕпе социаллă политика тата наци ыйтăвĕсемпе ĕçлекен комитет, Регламент ушкăнĕн членĕ.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика