АУ"Редакция Аликовской районной газеты "По жизненному пути"ОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Чăваш Енре – çуллахи спорт вăййисем

14 июля 2012 г.

Утă уйăхĕн 14-18-мĕшĕсенче Чăваш Республикинче ял спорчĕн Пĕтĕм Раççейри 9-мĕш вăййисем иртеççĕ. Ăмăртусене июлĕн 14-мĕшĕнче Шупашкарти «Олимпийский» тĕп стадионта уçаççĕ. Финалти тупăшусене çĕршыври 76 регионти 2 пин те 500-е яхăн спортсмен хутшăнать.

Çуллахи спорт вăййисен программи питех те анлă: çăмăл атлетика, ирĕклĕ кĕрешÿ, волейбол, урамри баскетбол, полиатлон, армспорт, кире пуканĕ йăтасси. Ку çеç те мар, спортсменсем лапталла выляççĕ, вĕрен туртса тупăшаççĕ, пилĕкрен çыхăнса кĕрешеççĕ. Утă çулакансен, ĕне сăвакансен, механизаторсен тупăшăвне пăхма та кăсăклă пулĕ. Тулли михĕ йăтакансем, йывăр лава туртса тапратакансем, кире пуканне хапха урлă ывăтакансем хушшинче чи маттуррисем камсем пулĕç-ха; Çаксене йăлтах курăпăр та пĕлĕпĕр Шупашкар хулинчи тĕп стадионта.

Ăмăртусене йĕркелекенсем – Раççей ял хуçалăх, спорт министерствисем, ирĕклĕ «Урожай» спорт обществи» обществăлла пĕрлешÿсен союзĕ, Чăваш Республикин Правительстви. Вăйăсем «Ялсен 2012 çулчченхи социаллă аталанăвĕ» тĕллевлĕ программăпа килĕшÿллĕн иртеççĕ.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика