18 июля 2012 г.
Утă уйăхĕн 16-мĕшĕнче Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев Министрсен Кабинечĕн членĕсемпе, федераци ведомствисен территори органĕсен тата муниципалитетсен ертÿçисемпе планерка ирттернĕ.
Республика промышленноç комплексĕн ĕçĕн 2012 çулăн пĕрремĕш çурринчи пĕтĕмлетĕвĕсем çинчен ЧР экономика аталанăвĕн, промышленноçпа суту-илÿ министрĕн тивĕçĕсене пурнăçлакан Людмила Федорова пĕлтернĕ. 2012 çулхи кăрлач-çĕртме уйăхĕсенче промышленноç производствин индексĕ, иртнĕ çулхи çак тапхăртипе танлаштарсан, 115,6 процент, çав шутра продукци тирпейлекен производствăсен организацийĕсем тăрăх 117,6 процент пулнă.
Тирпейлекен производствăсен экономика ĕçĕ-хĕлĕн тĕп 12 енĕнчен 10-шĕнче ÿсĕм палăрать. 2012 çулăн пĕрремĕш çурринче республикăн промышленноç комплексĕ 70,9 млрд тенкĕлĕх продукци ăсатнă, ĕç тунă, пулăшу кÿнĕ (2011 çулхи кăрлач-çĕртме уйăхĕсенче – 61,4 млрд тенкĕлĕх). 2012 çулхи кăрлач-çу уйăхĕсенче вăтам ĕç укçи 17,2 процент ÿснĕ.
Чăваш Республикин Правительстви лару-тăру еплерех аталанассин тĕрлĕ прогнозне пăхса тухать, тивĕçлĕ плансем хатĕрлет.
Элĕк районĕпе илсен, кăçалхи çур çулта район бюджетне 138735,3 пин тенкĕ килсе кĕнĕ (çулталăкра палăртнин 54,6 проценчĕ). Ку шутран 21381,7 пин тенки – налук хунă тата налуксăр тупăшсем (çулталăк планĕн 49,7 проценчĕ), ытти бюджетсене каялла тавăрса памалла мар укçа – 117527,6 пин тенкĕ (кăçалхи планăн 55,6 проценчĕ).
Ял тăрăхĕсен бюджетне 16994,4 пин тенкĕ пухăннă (41,5 процент). Çак укçан 4478,2 пин тенкине ял тăрăхĕсем хăйсем ĕçлесе тупнă, ытти укçа – 12516,2 пин тенкĕ район бюджетĕнчен куçнă.
Бюджетăн чи пысăк пайĕ – граждансенчен тытса юлакан налуксем – 14657 пин тенкĕ (68,5 процент).