18 июля 2012 г.
Питĕшкасси çамрăкĕ Вячеслав Филимонов тăван шкулĕпе сывпуллашнă хыççăн çĕршыв хÿтĕлевçисен ретне тăнă. Салтак службинче икĕ çул пулса çирĕпленнĕ яш умне çирĕп тĕллев лартнă. «Манăн ялтах юласчĕ, кирлĕ те усăллă çын пуласчĕ», – тенĕ вăл.
Хастар çамрăк хаваспах çĕнĕлле ĕçлеме пуçлать. Хресчен-фермер хуçалăхне йĕркелет вăл. «Агропромышленость аталанăвĕ» наци проекчĕн çăмăллăхĕпе усă курассине тĕпе хурать. Вячеслав трактор, косилка, преслакан техника та туяннă.
Фермерăн 34 гектар çĕр. Ку лаптăкра вăл ытларах выльăх апачĕ хатĕрлессипе тимлет. Малашне тĕш тырă, çĕр улми туса илессипе те ĕçлеме шутлать.