АУ"Редакция Аликовской районной газеты "По жизненному пути"ОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Тĕрлĕ ыйтупа калаçнă

21 июля 2012 г.

Пĕрлехи информаци кунĕнче района Чăваш Республикин информаци политикипе массăллă коммуникацисен министрĕ В.Андреева ертсе пыракан ушкăн килсе çитнĕ. Район администрацийĕн пуçлăхĕпе А.Куликовпа курса калаçнă.

Валентина Андреева министр, район пуçлăхĕн пĕрремĕш çумĕ Лидия Никитина тата «Чăваш Ен» патшалăх телерадиокомпанин корреспонденчĕ Альберт Ильин Чăваш Сурăм ял тăрăхĕнче пулнă, Анат Юлăш фермине çитсе курнă, рабочисен ĕç условийĕсемпе паллашнă. Çавăн пекех Чăваш Сурăм тăрăхĕнче пурăнакансемпе те курса калаçнă. ЧР информаци политикипе массăллă коммуникацисен министрĕ В.Андреева Чăваш Ен Пуçлăхĕн кăçалхи июнĕн 27-мĕшĕнчи «Çемьесене виççĕмĕш е ытларах та ача çуратнăшăн уйăхсерен тÿлесси çинчен» Указа ăнлантарса панă. Валентина Владимировна пĕлтернĕ тăрăх, патшалăх нумай ачаллă çемьесене хавхалантарать, çĕр лаптăкĕпе тивĕçтереççĕ. 2013 çулхи январĕн 1-мĕшĕнчен пуçласа виççĕмĕшĕшĕн 3 çул тултариччен уйăхсерен 5276 тенкĕ илĕç. Указ çемьене çирĕплетме тата аталанма пулăшĕ. Ача çитĕнтерни пархатарлă ĕç пулнине пĕлтернĕ.

«Чăваш Ен» патшалăх телерадиокомпани корреспонденчĕ А.Ильин республикăри çулсем çинчи аварисенче çынсем суранланнине, çавăнпа та çул-йĕр хăрушсăрлăхĕ пĕрлехи ĕç пулса тăмаллине палăртнă.

Район администрацийĕн пуçлăхĕн пĕрремĕш çумĕ Л.Никитина Чăваш Ен Пуçлăхĕ М.Игнатьев ял хуçалăх таварĕсене туса кăларакансене, çав шутран килти хушма хуçалăх тытакансене тата Чăваш Енри сĕт суса илекенсене, вырнаçтаракансене патшалăх пулăшăвĕ парасси çинчен калакан Указа алă пуснине, унпа килĕшÿллĕн сĕт туса илекенсене тăкакăн пĕр пайне саплаштарма субсидипе тивĕçтернине пĕлтернĕ. Районти социаллă-экономика аталанăвĕпе паллаштарнă

Тĕл пулу вĕçленес умĕн халăха хумхантаракан ыйтусем çине хуравланă.

К.ПЕРОВ.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика