АУ"Редакция Аликовской районной газеты "По жизненному пути"ОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Аслисем ятласан та урамра тĕттĕмччен вылянă

21 июля 2012 г.

Кашни кунах, выльăхсене уйран кĕртсен, леш урамра пурăнакан 12-13 çулсенчи Рома сурăхсене килне хăваласа кайма пирĕн урама каçать. Яланах мечĕкпе выляса пырать. Хушăран тĕрлĕ хусканусем туса илме мечĕке çÿлелле ывăтса илет. Эпĕ вара ăна ăмсанса пăхса юлатăп.

Пĕррехинче вăл пирĕн пÿрт умĕпе иртсе пынă чух эпĕ юриех ăна сăмах хушрăм.

– Футбол выляма каятăн-и; – терĕм.

– Ăна валли вырăнĕ те çук! – тесе хуравларĕ.

Çавнашкалах манпа кÿршĕллĕ пурăнакан Кирилл та, хăй пĕчĕк пулин те, урампа иртсе пынă чух мечĕке тапса пырать. Ялта ачасем сахалтарах, анчах та хуларан килнисемпе çуллахи вăхăтра вĕсен йышĕ ÿсет. Шел пулин те, вĕсене валли ятарлă вылямалли лапам çук, йăлтах таврари пушă вырăнсем вăрăм курăкпа витĕннĕ.

Енчен те мана туйăм улталамасть пулсан, ачасен чи юратнă вăййи вăл – футбол. Эпир хамăр та футболла пĕчĕк чухне пысăк хавхаланупа вылянă. Пирĕн ачалăх хĕсĕкрех пулнă, ялта эпир йышлăн ÿснĕ.

Çуллахи вăхăтра футбол, волейбол тата лапталла юратса вылянă. Паянхи шăпăрлансене валли çеç мар, хамăра валли те площадка пулман. Мечĕкне туянма та аран-аран укçа пухса илеттĕмĕр. Вара урам хушшипе выляса чупаттăм. Аслисем те пĕрре мар ятланă ялта вылянăшăн. Çитĕнсе пыракан ăрупа танлаштарсан, эпир, кунĕпе колхозра ĕçлесе ывăннă пулин те, сĕм тĕттĕм пуличчен урамра выляттăмăр. Кÿршĕ ялта пурăнакан ачасемпе ăмăртусем ирттереттĕмĕр.

Вăл вăхăтра чи анлă сарăлнă вăйă лапта пулнă. 1970-мĕш çулсенче пирĕн колхозри пĕр ушкăн Вăрнар чиккинче иртнĕ çав вăйăра иккĕмĕш вырăн йышăннă.

Паян ялти тата хуларан килнĕ ачасем валли выляса савăнма, спорт вăййисем ирттерме ятарлă лапам çук. Ĕлĕкрех пулнă шкулăн спорт площадкине те пулин çынсем туяннă. Халĕ унта пахча ĕнтĕ. Çавăн пекех клуб пулнă çурт çумĕнче волейбол площадки те пулнă. Ăна та пĕтернĕ. Çавăнпа та ачасем урамра, çуртсем умĕнче мечĕкле выляççĕ. Ял çыннисем пÿрт чÿречисене çĕмĕресрен хăраççĕ. Çуллахи вăхăтра çамрăксен, ача-пăчасен канăвне йĕркелесси – паян кăна сиксе тухнă ыйту мар. Хам ертÿçĕре ĕçленĕ чух маншăн ку çивĕч ыйтусенчен пĕри пулнă. Çÿлти аслă органсем спорт площадки пулмалла тесе хушусем паратчĕç. Унта ял уявĕсем те ирттернĕ. Пирĕн ялăн спорт лапамĕнче çамрăксем ытти районсенчен те килсе ăмăртусем ирттернĕ. Çулсем иртнĕçемĕн çав вырăн палăрми пулчĕ, курăк çавăрса илчĕ.

Ачасен канăвне йĕркелес тĕлĕшпе Т.Анисимова хисеплĕ ватă вĕрентекене ыррăн палăртмалла. Çулла унăн вуннă ытла мăнукĕсем яла килеççĕ. Вăл ачасене валли хăйĕн килĕ умĕнче лапам йĕркелеттерчĕ. Ачасене савăнса вылямалăх темĕн те пур.

Çавăнпа та ашшĕ-амăшĕн, влаçра ларакансен, çамрăксемпе ĕçлекен специалистсен тата ыттисен те çĕр-шыва юрăхлă çынсем ÿстерес тесе тăрăшмалла. Çитĕнекен ăру валли ялсенче спорта аталантарма пулăшсан тем пекехчĕ. Площадка валли çĕр участокĕ уйăрса пани те кирлех.

В.АРХИПОВ,

обществăлла корреспондент, Мартынкасси ялĕ.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика