21 июля 2012 г.
Ĕлĕкрех чылай ял аякран тарса килнĕ çынсем пĕр-пĕр вырăнта тĕпленсе пурăннăран пуçланса кайнă. Писер ялĕн историйĕ те çавăн пекех. Пĕри колхоза кĕресрен пăрăнса çак çĕр çине куçса килнĕ те, кунтах пурăнма пуçланă. Çĕр хуçи те кĕçех тупăннă.
Писер тÿрем вырăнта вырнаçнă ял. Йĕри-тавра илемлĕх хуçаланать. Ял айккинчи пĕве мĕне тăрать!.. Асфальт çул ялах илсе çитерет. Йĕри-тавра шăплăх хуçаланать. Писерте пурĕ çирĕм икĕ кил. Вĕсенчен улттăшĕнче никам та пурăнмасть. Ачи-пăчисем тĕтĕм сÿнтернĕ.
Районти хăш-пĕр ялсенчи пекех кунта та ватă çынсем ытларах пурăнни курăнчĕ. Çамрăк çемьесем сахал. Вĕсене алă çинчи пÿрнесемпе шутласа кăларма пулать. Кермен пек кил-çурт çавăрнисем те пур-ха кунта. Темиçе кил умĕнче техника ларнине те асăрхатăн. Ялти ватăсем ĕçчен çемьесене палăртрĕç. Вĕсем: Капитоновсем, Павловсем, Этривановсем, Григорьевсем, Степановсем, Алякинсем, Трифоновсем, Березовсем.
Писер ялне хуларан пурăнма куçса килекенсем те пур. Вĕсем кил-çурта çĕнетсе, ытти хуралтăсене хăпартсах яла таврăнма шутланă. Çуллахи вăхăтра выльăх-чĕрлĕх усраççĕ, хур-кăкакал ĕрчетеççĕ.
Кунта пурте ĕне тытмаççĕ. Ялĕпе те çичĕ ĕне çеç. Çавăнпа та касу йĕркелемен. Кашни ир икĕ километрта вырнаçнă юнашарти Сурăмпуç Мучикасси ялне илсе каяççĕ. Каçхине вара кайса илеççĕ. Тăватă килте çеç сурăхсем усраççĕ.
Лавкка çук. Çамрăксем, вĕсем сахалрах пулин те, юнашар ялсенчи клуба çÿреççĕ. «Ял ватăлать, хăйĕн тĕсне çухатса пырать», – пăшăрханаççĕ вырăнти ватăсем.
Çапла пулмасăр – шкул вĕренсе пĕтернисем те хуларах тĕпленеççĕ. Паянхи кун Писерте шкула çÿрекенсем улттăн çеç. Чи çамрăкки те Писерте Лариса Павлован çулталăк та тултарман пепки. Сакăр вун тăххăрти Мария Иванова ялта чи асли шутланать. Тăхăр теçеткене пусăмланăскер хăех утă çулса типĕтет, пахча çимĕç лартса ÿстерет, ĕне те тытать.
А.СИЛИВЕСТРОВА.