АУ"Редакция Аликовской районной газеты "По жизненному пути"ОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Техникăна ăнланать

23 июля 2012 г.

«Рабия» хуçалăхра пĕр ĕç тепринчен юлмасть. Пĕрисем курăка çулаççĕ, теприсем тавăрса паккуслаççĕ пулсан, виççĕмĕшĕсем пресс-подборщикпа пухса пыраççĕ. Утă тĕркисене çийĕнчех турттарассине те йĕркеленĕ. Уй-хире çитрĕмĕр те аякран утăна рулонласа килекен трактора асăрхарăмăр. Ку Леонид Ватрасов çамрăк водитель пулнине пĕлтĕмĕр. «Рабия» агрофирмăра хавхаланса ĕçлет вăл. Леонид пĕчĕкренех техникăна юратса ÿснĕ. Унăн ашшĕ те нумай çул колхозра механизаторта вăй хунă. 1985 çулта кун çути курнă Леньăна вара çак туртăм унтанах куçнă. Леонид Алексеевич 2010 çултанпа тракторпа ĕçлет. Техникăна ăнланать вăл. Кăлтăксене асăрхасах тăрать.

Л.Ватрасов ял пурнăçне суйласа илнĕ. Пулас мăшăрĕпе уйрăм килте пурăнаççĕ. Ашшĕ-амăшĕнчен уйрăлса тухнă. Хăй тĕллĕн çемье çавăрса ирĕккĕн пурăнма тĕв тунă. Хуçалăхра ĕçлеме пуçличчен Мускав облаçне ĕçлеме çÿренĕ. Хуçалăхра пĕр вăхăт слесарь ĕçĕсене те пурнăçланă.

Халĕ авă агрофирмăра ырми-канми тăрăшать. Уй-хире ирхи ултă сехетре тухать те, мĕн çĕрлечченех трактора сÿнтермест. Çамрăк пресс-подборщикне те пăхсах тăрать. Пурте йĕркеллине тĕрĕслесен кăна ĕçе кÿлĕнет. Ку хутĕнче те çапла пулчĕ. Леонид агрегата тĕплĕн пăхса çаврăнчĕ те трактор тепĕр самантран тапранса та кайрĕ.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика