25 июля 2012 г.
Раççей регионĕсемпе хуласенче июлĕн 9-15-мĕшĕсенче «Мана пурнăç парнеле» акци иртнĕ. Социаллă культура пуçарăвĕсен фончĕ тăрăшнипе кăçал тăваттăмĕш хут йĕркеленĕ. Унăн тĕп тĕллевĕ – çемьене çирĕплетесси, кил-йышри йăласене упраса хăварасси. Акци вăхăтĕнче Чăваш Енри хĕрарăмсен консультацийĕсенче юристсемпе, психологсемпе, акушер-гинекологсемпе, социаллă ĕçченсемпе уçă алăк кунĕсем пулнă. Çавăн пекех специалистсем «çавра сĕтел» тавра ларса канашларĕç, лекцисем, куравсем йĕркеленĕ.
Шупашкарта, хулари перинатал центрĕн территорийĕнче, «Беременные красавицы» ятпа фестиваль иртнĕ. Унта Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев мăшăрĕпе пĕрле пулнă. Вăл амăшĕсемпе ачисемшĕн чăннипех те лайăх условисем туса панăшăн кăмăллă пулнине палăртнă. Амăшĕн пĕлтерĕшĕ çине малашне те пысăк тимлĕх уйăрасси çинчен каланă.
Республика Пуçлăхĕ хăш-пĕр çемьесене амăшĕн капиталĕн сертификачĕсене 387 пин тенкĕлĕх, республикăри амăшĕн капиталĕн сертификачĕсене 100 пин тенкĕлĕх, çĕр участокĕ тÿлевсĕр илмелли сертификатсене те панă.
Пирĕн районта та Çемье, юратупа шанчăклăх кунĕ ячĕпе нумай ачаллă амăшĕсене патшалăх уйăракан сертификатсемпе тивĕçтернĕ. Район администрацийĕн пуçлăхĕн пĕрремĕш çумĕ Л.М.Никитина савăнăçлă пухăва килнисене ăшшăн саламланă. Ку хутĕнче патшалăх паракан сертификатсене районти 10 çемье тивĕçнĕ. Кăçал ку таранччен çăмăллăхпа усă курма ирĕк паракан хута 65 çемье илнĕ, 2007 çултанпа – 680 çемье.
Район администрацийĕн ЗАГС пайĕн ертÿçи М.Николаева пĕлтернĕ тăрăх, кăçалтан ачасем çураласси ÿснĕ, çынсем вилесси чакнă. Иртнĕ çур çулта акă çут тĕнчене 101 ача килнĕ, пĕлтĕрхипе танлаштарсан, 13 тĕпренчĕк ытларах. Пурнăçран 175 çын уйрăлнă. Ку кăтарту иртнĕ çулхинчен пĕчĕкрех – 15 çын сахалтарах вилнĕ.
В.НИКИФОРОВ.