АУ"Редакция Аликовской районной газеты "По жизненному пути"ОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Выльăх-чĕрлĕх отраслĕ аталанать

25 июля 2012 г.

Райадминистрацин ял хуçалăхĕпе экологи пайĕ пĕлтернĕ тăрăх, кăçалхи çур çулта мĕн-пур йышши хуçалăхсенче 1765,8 тонна аш-какай, 12257,7 тонна сĕт туса илнĕ. Пĕлтĕрхи çав вăхăтрипе танлаштарсан, аш-какай туса илесси 3,4 процент, сĕт туса илесси 8,3 процент ÿснĕ.

Районти ял хуçалăх предприятийĕсем 1779 тонна аш-какай туса илнĕ (иртнĕ çулхи 6 уйăхринчен 76,6 процент). Ял хуçалăх предприятийĕсем пĕтĕмпе 1905,8 тонна сĕт сунă (пĕлтĕрхинчен 93,9 процент). Сĕт туса илессипе «Новый путь» ял хуçалăх кооперативĕ малта пырать – 6 уйăхра пĕтĕмпе 1163,8 тонна сĕт сунă. Аш-какай туса илессипе «Алмаз» хуçалăхăн кăтартăвĕсем лайăх.

Утă уйăхĕн 1-мĕшĕ тĕлне мĕн-пур йышши хуçалăхсенче мăйракаллă 11097 шултра выльăх шутланнă, çав йышран ял хуçалăх предприятийĕсенче 2298 пуç. Пур йышши хуçалăхсенче те 5394 ĕне пулнă, çакăнтан 849-шĕ – ял хуçалăх предприятийĕсен.

Пур хуçалăхсенче те 2243 сысна шутланнă, вĕсенчен 1011-шĕ – ял хуçалăх предприятийĕсенче. Пур йышши хуçалăхсенче те 11355 сурăх пулнă, çавăнтан ял хуçалăх предприятийĕсенче – 605 пуç.

Мăйракаллă шултра выльăхсен йышĕ Ульянов ячĕллĕ, «Новый путь» ял хуçалăх кооперативĕсенче, сыснасен йышĕ «Правда» акционерлă обществăра, сурăхсен шучĕ «Золотое Руно» агрофирмăра ÿснĕ.

Ял хуçалăх предприятийĕсенче мăйракаллă шултра выльăхсем талăксерен 728 грамм, сыснасем 495 грамм ÿт хушса пынă. Ĕне выльăхсене самăртассипе Ульянов ячĕллĕ, «Новый путь» хуçалăхсен, сысна самăртассипе «Новый путь» хуçалăхăн кăтартăвĕсем пысăк.

Кăçалхи çур çулта 464 пăру, 1128 сысна çури илнĕ.

А.ПРОХОРОВ,

район администрацийĕн ял хуçалăхĕпе экологи пайĕн

начальникĕ.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика