25 июля 2012 г.
Пĕр-пĕр чир паллине асăрхасан тÿрех вырăнти фельдшер пунктне е район больницине утатпăр. Шурă халатлă ĕçчен патĕнче пулса хамăр сывлăх пирки тĕплĕн пĕлетпĕр. Малашне вара, ан тĕлĕнĕр те, пациент поликлиникăна, больницăна тата сыватакана хăй суйлама пултарĕ. Кун пек майсемпе усă курассине саккунпа çирĕплетнĕ ĕнтĕ. Çĕнĕлĕх пирки район больницин тĕп врачĕпе А.И.Платоновпа калаçма кăмăл турăмăр.
– Анатолий Иванович, суйлас ирĕк пурне те пырса тивет-и;
– Йĕрке тăрăх сыватакан учреждение тата врача çитĕнсе çитнĕ граждансен суйлама ирĕк пур. Раççейре пурăнакансем кăна мар, ытти çĕр-шывсенчи граждансем те кун пек правăпа усă курма пултараççĕ. Ача-пăча валли вара сыватакан врача ашшĕ-амăшĕ е вĕсен саккунлă представителĕ суйлать. Çакна та пĕлтересшĕн: призывниксемпе çар службинче тăракансене, контрактниксемпе тĕрмере е колонире ларакан граждансене суйлама ирĕк паман.
– Чи малтанах ăçта каймалла тата мĕн тумалла;
– Гражданинăн хăй суйланă медицина учрежденине заявленипе тухмалла. Паллах, больницăн тата унăн ертÿçин тулли ятне, адресне кăтартмалла. Заявленире хăвăрăн хушаматăр, ятăр, ашшĕ ячĕ пулмалла. Ăçта пурăннине кăтартмалла, полисăн номерне, страхлав компанине, поликлиникăн тулли адресне палăртмалла.
– Врача мĕнле майпа суйламалла;
– Гражданин суйланă поликлиникăна пырсанах ăна врачсен списокĕпе – педиатрсемпе, терапевтсемпе, участокри врачсемпе, фельдшерсемпе – паллаштарма тивĕç. Унсăр пуçне вăл е ку врачăн миçе пациент пулнине пĕлтермелле.
– Малалли ĕçсем мĕнле майпа пулса пырĕç;
– Поликлиника панă документсене тĕрĕслет. Çак процесс тăватă кунра пулса иртмелле. Унтан тин «çĕнĕ» поликлиника пациента йышăннине шăнкăравласа е çырупа пĕлтерет. Çавăн пекех ултă кун сывалакан чирленин историне куçарнипе иртет: документсем çухаласран ăна пациент аллине памаççĕ, ку ыйтăва медицина учрежденийĕсем хăйсемех татаççĕ.
– Енчен те чирлĕ çын больницăна выртма кăмăл турĕ пулсан;
– Больницăна выртас тесен гражданин хăй килĕшнĕ сыватакан учрежденине суйлама пултарать. Анчах та врачсен рекомендацийĕсене шута илме тивет.