АУ"Редакция Аликовской районной газеты "По жизненному пути"ОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Ачасен чĕлхипе калаçма пĕлет

25 июля 2012 г.

Юнтапари вăтам шкулта кĕçĕн классене вĕрентекен Альжбета Николаевна Краснова çитĕнекен ăрушăн тус-юлташ та, пурнăç çулне кăтартакан та. Вăл 1967 çулхи юпа уйăхĕн вăтăр пĕрремĕшĕнче Ишпарайка ялĕнче çуралнă. Хăйĕн ĕç стажне педагог 1985 çулта Юнтапари сакăр класс вĕренмелли шкулта пуçланă. Кĕçех çемье çавăрнă. Анчах та хăйĕн икĕ тĕпренчĕкĕшĕн çеç мар, пĕрремĕш хут вĕренÿ тĕнчине сукмак хывакан ачасемшĕн те амăшĕ вырăнне пулса тăнă. Вĕренекене кăсăклантаракан ыйту çине ялан туллин хуравлать. Çавăнпах-тăр ачасем ун патне туртăнаççĕ. 1991-1992 вĕренÿ çулĕнче ăна Чулкаçри кĕçĕн классен учительницине куçарнă. 2007-2008 вĕренÿ çулĕнчен Юнтапари вăтам шкулта тăрăшать. Пĕрремĕш категориллĕ вĕрентекен шутланать. Илемлĕ, калаçма юратать, пурнăçа хаклать А.Краснова. Чи пĕлтерĕшли – ачасемпе пĕр чĕлхе тупма пултарни.

Альжбета Николаевна ăслăлăхпа теори тĕлĕшĕнчен çулсерен аталанса пырать. Квалификацие ÿстерессипе сахал мар ĕçлет. Тĕрлĕ семинарсемпе курссене хутшăнать. Вĕренекенĕн ăс-хакăлне ÿстерес тĕллевпе çĕнĕ йышши методикăпа усă курать. Факультатив урокĕсене ирттерет. Çитĕнекен ăрăва çут çанталăка хаклама вĕрентет, этемшĕн ĕç мĕнле пĕлтерĕшлĕ пулнине ăнлантарать.

Пултаруллă та тавçăруллă ачасене тупса палăртассипе сахал мар ĕçлет. 2009 çулта Альжбета Николаевнăн вĕренекенĕсем кĕçĕн классен «Эпĕ – тĕпчевçĕ» тĕпчев конкурсĕн призерĕ пулса тăнă. Унăн вĕренекенĕсем çулсеренех кĕçĕннисен интеллектуаллă вăййине хутшăнаççĕ. Виçĕ çул хушшинче пĕр вĕренекен çĕнтерÿçĕ ята тивĕçнĕ. Ачасен ытти ÿсĕмĕсем те чылай. Альжбета Николаевна шкулта нумай çул литература кружокне ертсе пырать. Пуян опытлă педагог пулăшнипе ачасем тĕрлĕ сăвăсем хайлама хăнăхаççĕ. Пĕчĕк сăвăçсен ĕçĕсем час-часах республикăра тухса тăракан «Тантăш» хаçатра пичетленеççĕ. Педагог хăй те вĕренекенсенчен юлмасть. Методикăпа çыхăннă ятарлă журналта пичетлет статйисене.

А.Н.Краснова хăйĕн ăсталăхĕпе ытти педагогсене паллаштарас тĕллевпе час-часах уçă уроксем, класс тулашĕнчи мероприятисем ирттерет, конференцисенче, ашшĕ-амăшĕсен пухăвĕсенче те хăйĕн шухăшне уçса парать.

2011-2012 вĕренÿ çулĕнче вăл «Ташлакан шкул» проектăн кураторĕ шутланать.

Çитĕнекен ăрăва вĕрентсе воспитани парас ĕçре нумай çул тăрăшнăшăн Альжбета Николаевнăна Чăваш Республикин Пуçлăхĕн Тав хучĕпе чысланă.

З.СТЕПАНОВА.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика