25 июля 2012 г.
Татмăшри Галина Матвеевна Сергеева ĕнер хăйĕн 75 çулхи юбилейне паллă турĕ.
– Мĕн ĕмĕрĕпех пурнăç тăвассишĕн тăрăшрăм. Нушине сахал мар куртăм пулин те ачасене тĕрĕс-тĕкел ура çине тăратма пултартăм, – тет халĕ Г.Сергеева.
Мăшăрĕпе – Николайпа çирĕм çул пĕрле пурăннă. Паян та унпа пĕрле кил таврашĕнчи ĕçсене пĕрле тумалла та, анчах вăл юнашар çук, чире çĕнтерейменнипе хĕрĕх сакăр çулта çывăх çыннисенчен, ачисенчен яланлăхах уйрăлса кайнă. Галина Сергеева Красноармейски районĕнчи Анаткас ялĕнче çуралса ÿснĕ. Шкулта çичĕ класс вĕреннĕ хыççăн тăван хуçалăхра тĕрлĕ ĕçсенче пиçĕхме пуçланă. Пулас мăшăрĕпе вара Татмăш ялне аппăшĕ патне килсен паллашнă. Пĕр-пĕринпе çулталăка яхăн çыхăну тытнă. Хайхискерсем 1954 çулта çемье çавăрнă. Çамрăк мăшăр ĕçсĕр ларман, Николай Сергеев Элĕкри пĕр предприятире электромонтерта тимленĕ пулсан, Галина Матвеевна «Волга» колхоз ферминче дояркăра вăй хунă. Малашлăха ялан çутă шанчăкпа пăхнă. Çавăнпах та пулĕ Сергеевсем ултă ывăлпа пĕр хĕре кун çути парнеленĕ. Анчах мăшăрĕ вăхăтсăр пурнăçран уйрăлса кайни Галина Матвеевнан чĕрине хытах ыраттарнă. Хуйхăпа аманнă чунне ачисемпе тата ĕçри юлташĕсемпе калаçса пусăрăнтарнă. Йывăр пулсан та хуçăлса ÿкмен, кашни кунах фермăна утнă. Унтан килсен те кил-çуртра хупăнса ларман, Вутланти культура çуртне урай çума васканă.
– Ачасемшĕн вутри пек çунаттăм. Вĕсене пурнăç çулĕ çине тĕрĕс-тĕкел те ăс-тăнлă кăларассишĕн вăй-хала хĕрхенмерĕм, – каласа парать Г.Сергеева.
Шел пулин те икĕ ачине пытарма тивнĕ унăн. Халĕ вăл, нумай ачаллă хĕрарăм, пенсие тухни çирĕм пиллĕк çул. Килĕ-çурчĕ кирпĕчрен, ачисем ÿссе çитĕннĕ. Лăпкăн кăна пурăн темелле. Çук вĕт, Галина Матвеевна çав-çавах ĕçпе тертленсе вăхăта ирттерет. Пушă вăхăт тупăнсан тÿрех çырма-çатраллă вырăна васкать, эмел курăкĕсем пуçтарать. 25 çул çак ĕçпе аппаланать. Эмел курăкĕсем пуçтарнипех çĕнĕ çурт тунă чухне чылай строительство материалĕ туянма пултарнă.
– Тăван хуçалăха çĕклессишĕн нумай вăй хутăм. Вăй-хал пуртан хама хĕрхенме те пĕлмен, ĕçрен кунĕпе те уйрăлман, виç-тăватă сехет çывăрнипех çырлахнă, – иртни патне таврăнчĕ ватă.
Мĕн тăвас тен, пурнăçăн хăйĕн йĕрки: чăн-чăн хисеп патне илсе çитерекен çул яланах тумхахлă. Ĕçе юратни, халăх уттипе тан утни ят-сума тивĕçме пулăшнă. Халĕ вăл ачисемпе, мăнукĕсемпе чунтан савăнать.
Юрий КОРНИЛОВ.