АУ"Редакция Аликовской районной газеты "По жизненному пути"ОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Кăсăкли сахал мар

28 июля 2012 г.

«Пурнăç çулĕпе» хаçата (ун чухне вăл «Ленин çулĕпеччĕ») 1995 çулта Чăваш Патшалăх Университетĕнче вĕреннĕ тапхăрта пĕрремĕш хут алла тытнăччĕ. Виççĕмĕш курс студенчĕсем «Сорма» хуçалăха çĕр улми пуçтарма тата хăмла татма килсен унти материалсене тишкерсе тухнăччĕ. Вăл вăхăтра райхаçат хуçалăхсен ĕç-хĕлне анлă çутататчĕ.

Мана, Вăрнар хĕрне, шăпа Элĕк районне илсе çитерчĕ. Анатри Хурасанта тĕпленĕренпе мăшăрпа «Пурнăç çулĕпе» хаçата çырăнса илетпĕр. Унти кашни статьяна тĕплĕн вуласа тухатпăр. Аслă ăрурисене валли кăсăкли нумай. Çамрăксен те хăйсен тантăшĕсен ĕçĕ-хĕлĕпе паллашма май пур. Элĕкри ача-пăча искусство шкулне ертсе пынăран пултаруллă ачасем çинчен ытларах та ытларах вулас килет. Çитĕнекен ăрăва хăйне те хаçат страницинче сăмах пани ачасене аталанма, ăс-хакăлне палăртма пулăшать. Пысăк опытлă педагогсен, хăйсен ĕçĕнче палăрнă ытти професси çыннисен çитĕнĕвĕсене те пĕлме кăмăллă.

Пĕтĕмĕшле вĕрентÿ тытăмĕнчи çĕнĕлĕхсем çинчен çутатни, саккунри çĕнĕлĕхсемпе паллаштарни питех те пĕлтерĕшлĕ район çыннишĕн. Ыррипе пĕрлех паянхи пурнăçри тÿнтерлĕх çинчен те манмастăр, вулакан патне çивĕч материалсем çитернине те кăмăлласах йышăнатпăр эпир. Район администрацийĕн ĕç-хĕлне анлăрах çутатма сĕнес килет. Райхаçатăн ĕмĕрĕ вăрăм пултăр.

Зоя ВАСИЛЬЕВА,

Элĕкри ача-пăча искусство

шкулĕн директорĕ.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика