АУ"Редакция Аликовской районной газеты "По жизненному пути"ОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Техника куллен пулăшу кÿрет

01 августа 2012 г.

2011 çулхи 1-мĕш августран пуçласа 31-мĕшĕччен Чăваш Республикинче ирттернĕ «Трактор» профилактика операци-уйăхлăхĕн пĕтĕмлетĕвĕсем тăрăх, тĕрĕслев витĕр тухнă 2123 трактортан çул-йĕр тăвакан тата ытти прицеплă 74 машинăна регистраци правилисене пăхăнмасăр ĕçлеттерни паллă пулчĕ. 136 машин патшалăх техника тĕрĕслевĕн правилисене пăхăнман, 80-шĕпе тракторист-машинистăн удостоверенийĕсĕрех усă курнă. Тепĕр 78 машин регистраци докуменчĕсĕрех тата 64-шĕ патшалăх регистраци паллисĕр (знак) чупнă. 195 машина çул-йĕр çинчи хăрушсăрлăха тивĕçтермен. Çавăншăн 342 штраф 96900 тенкĕлĕх панă.

Районта пурĕ 104 трактор, хăй тĕллĕн çÿрекен çул-йĕр тумалли тата ытти машинăсене тĕрĕсленĕ. 25 тракторист-машиниста тата водительсене, предприятисемпе организацисен, учрежденисен должноçри икĕ çыннине административлă явап тыттарнă. 27 çынран штраф шыраса илнĕ.

Патшалăх техника тĕрĕслевĕ витĕр агропромышленость комплексĕнче 77 прицеп, 145 трактор, çул-йĕр тăвакан тата мелиораци 23 машини, тыр-пул пуçтаракан 27 комбайн, выльăх апачĕ хатĕрлекен 18 комбайн, хăй тĕллĕн çÿрекен пĕр машина тухнине регистрациленĕ. Уйрăм çын секторĕнче 133 прицеп, 380 трактор, çул-йĕр тăвакан тата мелиораци машинисем 22, тыр-пул пуçтаракан 22 комбайн, выльăх апачĕ хатĕрлекен 2 комбайн тата ытти хăй тĕллĕн çÿрекен 4 машина регистрациленĕ. Промышленность предприятийĕсемпе организацисенче 6 прицеп, 13 трактор, çул-йĕр тăвакан тата мелиораци машинисем 15, хăй тĕллĕн çÿрекен 5 машина тĕрĕслев витĕр тухнă.

Çапла пĕтĕмпе машинăсемпа прицепсене 890 регистрациленĕ.

К.МАЙОРОВ,

районти гостехнадзор инспекцийĕн начальникĕ.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика