АУ"Редакция Аликовской районной газеты "По жизненному пути"ОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Ят-сума тивĕçнĕ

01 августа 2012 г.

Манăн пĕрле тимленĕ типографи хĕрĕ Ровенна Капарова çинче чарăнса тăрас килет. Эренар ялĕнче çуралса ÿснĕскер шкултан вĕренсе тухнă хыççăнах Элĕкри типографине пырса кĕнĕ. Ĕç-хĕлне сăнанă май кăткăс та çăмăл мар ĕçе нивушлĕ хăнăхаймăп тесе пайтах канăçсăрланнă хĕр. Анчах та типографи ĕçĕн вăрттăнлăхне майĕпен алла илчех вăл. Аслисем пулăшнипе, хăй çине тăнипе ăсталăхне те ÿстерсе пычĕ. Çапла вара ĕç хучĕсене (бланксене) пĕрин хыççăн теприне пухса хатĕрлеме пуçларĕ.

Çамрăка, пултарулăхне кура, Аркадий Кустиков редактор яваплăрах ĕç хушать. Хирĕçлесе тăмасть Рина, тивĕçе тÿрĕ кăмăлпа пурнăçласа пыма тытăнать. Малтанах «Ленин çулĕпе», каярах «Пурнăç çулĕпе» вулакан патне мĕнле сăнпа çитесси унран нумай килнĕ. Çавна тĕпе хурса тимленĕ чун-чĕреллĕ хĕрарăм. Редакци макетне пăхăнса, полосана кашни материала, сăн ÿкерчĕке килĕшÿллĕ вырнаçтарнă. Хаçат страници хăйне май илемлĕ те хитре курăнтăр тесе тăрăшнă. Çапла верстальщицăра çирĕм çула яхăн ĕçлерĕ Ровенна Кондратьевна.

Типографи цехĕнче вăтăр çул ытла ĕçлесе ят-сума тивĕçрĕ вăл. Ăна Раççей Пичет министерствин Хисеп грамотине парса чыс тунă. Ĕçтешĕмĕр халĕ тивĕçлĕ канура.

С.СВЕТЛОВА.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика