01 августа 2012 г.
Алинăпа Виталий Ефремовсем Ураскилт ялĕнче пурăнаççĕ. Тăван килĕн ăшшине тытаççĕ вĕсем. Çемье ялта тĕпленнĕ.Алина Чăваш ял хуçалăх институчĕн зооинженери факультетĕнчен вĕренсе тухнă. Ку профессипе малтан «Молния», каярах «Токташи» хуçалăхсенче ĕçленĕ. Пĕр вăхăт ферма заведующийĕнче те вăй хунă.
– Ялтах çуралнă, унтах çитĕннĕ, профессине те ял пурнăçĕпе çыхăнтарнă. Мĕнех тăвăн, хам кăмăлпах мăшăрпа ялта пурăнма килĕшнĕ. Халĕ ĕнтĕ кунтах хăнăхнă, ача-пăчаллă пулнă, – терĕ Алина Георгиевна Ефремова.
Мăшăрсем пилĕк ача пăхса ÿстереççĕ. Миша – чи асли. Вăл Чăваш патшалăх университечĕн юридици факультетĕнче аслă пĕлÿ илет. Лида йăмăкĕ те унран юласшăн мар. Вăл амăшĕ пекех ял хуçалăх специалисчĕ пуласшăн, агронома вĕренет. Гера кăçал тăван шкулĕпе сывпуллашнă. Надя тăххăрмĕш класран вĕренсе тухнă. Чи кĕçĕнни, Витя, ашшĕ ятне илнĕскер, çиччĕмĕш класс пĕтернĕ.
Вĕллери пыл хурчĕсем пек пĕр пÿртре саккăррăн пурăннă. Пысăк çемьере кун каçипе мĕн тумаллине кашниех пĕлсе тăнă. Çăва тухнипе пĕрлех ачасем, ашшĕ-амăшĕ вĕрентсе пынипе, пахчара шăварнă, çум çумланă. Выльăхсем патĕнче ĕçлеме те ÿркенмен.
Мăшăрĕ ĕçлеме тухса çÿрет. Ачасене тумлантармалла, çитермелле – унсăрăн майĕ те çук. Алина Георгиевна иртнĕ çулсенче ертÿçĕ пулнă чухне килтишĕн мар, ытларах ял хуçалăх предприятийĕн ĕçĕ-хĕлĕшĕн тăрăшнă.
Ефремовсем пурнăç таппинчен юлман. Пай çĕрĕсене харпăрлăха илнĕ, хресчен-фермер хуçалăхне йĕркелесе янă. Вĕсен усă курмалли çĕр лаптăкĕ 10 гектар таранах. Ĕçчен çемье, тĕпрен илсен, выльăх апачĕ хатĕрлессипе ĕçлет. Нумай çул ÿсекен курăксене çулса пухса кĕртнĕ çĕрте техника вăйĕпе анлă усă кураççĕ. Тракторĕ, косилки, ытти вак-тĕвек техники те пур фермер çемйин. Кил хуçине, Виталий Ефремова, техникăна ĕçлеттерме Мишăпа Гера ывăлĕсем пулăшаççĕ. Вĕсем иккĕшĕ те водитель, тракторист правине те илнĕ. Хĕрÿ тапхăрта пĕрлехи йышра ĕç вĕресе кăна тăрать. Иртнĕ çул акă утă тулăх хатĕрленĕ, сутлăх та пулнă выльăх апачĕ.
Нумай çул ÿсекен курăксене туса илнипе пĕрлех Ефремовсем пусă çаврăнăшне пахча-çимĕçсем – кишĕр, хĕрлĕ кăшман, купăста та кĕртнĕ. Çĕр улми те тухăçлă пулнă пĕлтĕр. Пĕрисем туянма кăмăл тунă, анчах та илме килмен.
– Фермерсен йывăрлăхран тухма пĕрле майсем шырамалла. Пĕрле канашласан улшăнăвĕ те пулĕ, – терĕ Алина Ефремова.
Ÿркенмен çемье выльăх-чĕрлĕх йышлă усрать. Сăвакан ĕнесем кăна виççĕ.Çавна май кулленех 300 килограмран кая мар сĕт сутаççĕ. Хĕллехи вăхăтра вара ĕçсĕрлĕх тыткăнне те лекет çемье. Мăшăрсем иккĕшĕ те аякка пĕрре кăна мар ĕçлеме кайса çÿренĕ. Кил хуçи, Виталий Ефремов, шапашкăна кайса килет пулсан, Алина Георгиевна Шупашкар хулинче сутуçă тивĕçне пурнăçлать.
Елена ТИМОФЕЕВА.