АУ"Редакция Аликовской районной газеты "По жизненному пути"ОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Ĕмĕтсемпе çунатлă

01 августа 2012 г.

Светлана Стекольщикова çирĕм пилĕк çулта çеç-ха. Апла пулин те вăл хăйĕн пурнăçĕнче темиçе профессие алла илме ĕлкĕрнĕ. Кĕçĕн Тăван ялĕнче çуралса ÿснĕскер шкулта вĕреннĕ чухнех медицина енĕпе кайма ĕмĕтленнĕ. Кирлĕ предметсемпе тăрăшса вĕреннĕ. Биологипе общество тата ытти предметсене юратсах «шĕкĕлченĕ».

Светлана – питĕ тăрăшуллă, ĕçчен, çивĕч хĕр. Яланах пуçланă ĕçе вĕçне çитерет, тĕллеве пурнăçлама тăрăшать. Пĕр-пĕр специальноçпа диплом илес шутпа Шупашкарти медицина колледжне çул тытнă. Акушера вĕренсе тухать. Массажист та, косметолог та пулса тăрать. Хыççăнах ĕçе вырнаçать. Маттур хĕр кунпа çеç çырлахмасть-ха. Малалла та пĕлĕве ÿстерес тĕллевпе пурăнать. Çавăнпа И.Н.Ульянов ячĕллĕ Чăваш патшалăх университетĕнчи юридици факультетне вĕренме кĕрет. Унта куçăмсăр майпа юрист пĕлĕвне илет. Ĕçпе вĕренĕве саплаштарса пырать.

Шăллĕ те аппăшĕ пекех маттур. Электромеханика колледжĕнчен вĕренсе тухса пĕр завода ĕçе вырнаçать. Светăпа Сергейăн ашшĕ нумай çул колхозра электрикра ĕçленĕ. Владимир Ильич сăвăсем çырас енĕпе ăста. Ачисем пĕчĕк чух унпа пĕрле сăвă шăрçаланă çĕре те хутшăннă.

Светлана Владимировна ĕçлеме пуçласан Шупашкарта Йĕпреç каччипе паллашать. Туйăмсен çирĕплĕхне çулталăк ытла тĕрĕсленĕ хыççăн çамрăксем пĕрлешме шутлаççĕ. 2011 çулхи август уйăхĕнче туй кĕрлеттереççĕ. Çапла Петрова хушамата йышăнать Светлана.

– Ĕç вырăнĕ пулманни хулана кайма хистет. Халĕ час-часах канмалли кунсенче яла васкатпăр. Мăшăрăн тăван кĕтесне те çитсе куратпăр, – палăртрĕ çамрăк медсестра. – Чун çавах яла туртать.

В.ТУВАНСКАЯ.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика