04 августа 2012 г.
Паянхи район хыпарĕсене, çавнашкалах тĕрлĕ шăпаллă ял çыннисен пурнăçĕпе ĕç-хĕлне çутатса тăракан массăлла информаци хатĕрĕсенчен пĕри вăл «Пурнăç çулĕпе» хаçат пулса тăрать. Ял çыннисен юратнă кăларăмĕ эрнере икĕ хут тухса тăрать. Хакĕ те хаклах мар.
Эпир, Мартынкасси тăрăхĕнче пурăнакансем, Элĕк районне хальхи Красноармейски районĕнчен уйрăлса куçса килнĕ. Унтанпа 47 çул иртрĕ. Çав çултанпах «Ленин çулĕпе» ятпа пичетленсе тухакан хаçата çырăнса илсе тăнă, ăна юратса вуланă. Вăл вăхăтра хаçата 3 тенкĕ те 12 пуспа çырăнтарнă, пĕр хаçачĕ 2 пус тăнă.
1973-мĕш çулхи раштавăн 18-мĕшĕнче советсен пурнăçĕ çинчен манăн «Малашлăха курса» пĕрремĕш пысăк статья пичетленсе тухрĕ. Унта эпĕ, ял Совет председателĕнче ĕçленĕ май, вырăнти ĕç-хĕл çинчен çырса кăтартрăм. Çакăнтан пуçланчĕ манăн хаçат редакцийĕпе таччăн çыхăнса ĕçлесси. Унтанпа халĕ 40 çул та çитрĕ. 1990-мĕш çулхи çу уйăхĕн 4-мĕшĕнче редакци хаçатпа туслă пулнăшăн Хисеп хучĕ парса чыс турĕ. Хаçат ман ята темиçе хут ырă сăмахсемпе асăнчĕ. Çакă паллах хавхалантарчĕ тата малалла та статьясем çырма хистерĕ. Эпĕ çырнисене вулакансем интересленсех вулани те кăмăла çĕклерĕ.
«Ленин çулĕпе» хаçатра малти страницăра ытларах парти ĕçĕ-хĕлĕ çинчен çырнă, хуçалăхсен ĕçĕсене çутатнă. Акă 1974-мĕш çулхи пуш уйăхĕн 14-мĕшĕнче хаçатра «Парти билечĕ» статья кун çути курнă. «Пиллĕкçуллăха – ударлă ĕç!» рубрикăра Чăваш Сурăмсен пуçарăвне ырласа «Йăлкăшсем малта» статьяна партком секретарĕ А.Михайлов çырнă. Çак номертех «Çитменлĕхсене пĕтерсе пырар» ятпа эпĕ хатĕрленĕ статья та пичетленсе тухнă. Вăл вăхăтра манăн район совечĕн планпа бюджет комиссин председателĕнче ĕçлеме тÿр килчĕ. Çавнашкалах хаçатра ял çыннисен сывлăхне сыхлас, вĕсен культурăлла канăвне йĕркелес, обществăлла йĕркелĕхе тытса пырас, ĕçкĕ-çикĕпе иртĕхекенсемпе кĕрешес, спорта аталантарас ĕçсем мĕнле пулса пыни çинчен çутатса тăнă.
Эпĕ ватă пулсан та ĕçсĕр ларма юратмастăп. Пушă вăхăтра пуçра çуралнă ырă шухăшсене хут çине куçаратăп, редакцине çитерсе пама тăрăшатăп.
90-мĕш çул хыççăн, çĕр-шыв арканнă тапхăрта, нумай хуçалăхсем арканчĕç. Çав йĕркесĕрлĕх хуçаланнă тапхăрта хаçат редакцийĕ те укçа-тенкĕ тĕлĕшĕнчен пысăк йывăрлăхра пулнă пулсан та унта ĕçлекенсен коллективĕ сапаланса каймарĕ. Йывăрлăха тÿссе ирттерме пултарчĕç. Паллах редакци паянхи куна та тĕрлĕ йывăрлăха тÿсет, апла пулсан та коллектив ăна çĕнтерсе малаллах талпăнать. Хаçата йĕркеллĕ кăларса вулакансем патне вăхăтра çитернĕшĕн тав сăмахĕ калас килет. «Пурнăç çулĕпе» хаçатра район хыпарĕсене çутатакан пысăках мар информацилле материалсене вуласа пĕлме пулать. Çавнашкалах хаçатра ĕçлекенсем ватă çынсемпе çамрăксем тата шкул ачисем çинчен сăнласа кăтартаççĕ. Ĕçкĕ-çикĕ айне пулнă çемьесене питлесе çырни вырăнлă тесе шутлатăп.
Çурла уйăхĕн 4-мĕшĕнче район хаçачĕн 80 çулхи юбилейĕ. Хаçатра ĕçлекенсемпе пĕрле обществăлла корреспондентсем те сахал мар ĕç тăваççĕ тесе шутлатăп. Вĕсен статйисене те ял çыннисем кăмăлласах вулаççĕ. Акă Г. Михайлов историлле материалсем çырать. Н.Ларионов районти паллă спортсменсене асăнать, спорт хыпарĕсене çырса пĕлтерет. Г.Савельевпа Л. Федоров тăтăшах хаçатра пичетленеççĕ.
В.АРХИПОВ,
Мартынкасси ялĕ, ĕç ветеранĕ.