АУ"Редакция Аликовской районной газеты "По жизненному пути"ОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Хаçата алăран яман

04 августа 2012 г.

Эпĕ район хаçатне 1962 çултанпа çырăнса илетĕп тата тимлĕ вулатăп. Анчах çак çул пирĕн района Вăрнар районĕпе пĕрлештерчĕç. Юрать-ха 1965 çулта каллех Элĕк районне йĕркелесе ячĕç. Хаçат редакторĕ пулма Хирлеппуç çыннине А.Кустикова çирĕплетрĕç. Вăл аслă пĕлÿллĕ, пысăк тавракурăмлă çынччĕ. Аркадий Григорьевич тăрăшнипе хаçатăн пахалăхĕ нумай ÿсрĕ. Çак çулсенче эпĕ хаçат редакцийĕпе çывăх туслашрăм. Хам та статьясем çырма тытăнтăм. Вăл вăхăтра колхозсем вăйланса çитрĕç. Фермăсенче, уй-хирсенче ĕç шавĕ кĕрлесе кăна тăратчĕ. Мана районти ертсе пыракан органсем «Авангард» колхозра агитатор пулма çирĕплетрĕç. Çавна пула ĕç коллективĕсенче ытларах пулма тиветчĕ, вырăнти ĕç-хĕл çинчен хаçатра çырса пĕлтереттĕм. Ассакасси ялĕнче пурăнакансем ĕçе йышлăн тухатчĕç. Утă çулнă вăхăтра 40-45 çынран та иртетчĕ. И.Яшмулкин бригадир кану тĕлне пыма ыйтатчĕ. Эпĕ çынсене тĕрлĕ хаçат-журналпа паллаштараттăмччĕ, район хаçатне питĕ тĕплĕн пăхса тухаттăмăрччĕ. Унта мĕн çырни килĕшетчĕ çынсене.

Хальхи вăхăтра эпĕ ытларах ветерансем çинчен статьясем çыратăп, вĕсен пурнăçĕпе, ĕçĕ-хĕлĕпе вулакансене паллаштаратăп. Ю.Корниловпа Е.Тимофеевăна хамăн шухăшсемпе тĕллевсем çинчен яланах каласа паратăп, вĕсем мана тĕплĕн итлеççĕ, кирлĕ сĕнÿсем параççĕ, хавхалантараççĕ.

Эпĕ те, манăн пускилсем те хаçата кĕтсех тăратпăр, ăна вуласа тухса пĕрле сÿтсе яватпăр. Ĕлĕк районта радиовещани пурччĕ, халь вăл çук, çавăнпа та район хаçачĕ урлă кăна тĕрлĕ информаци пĕлетпĕр.

Юбилей ячĕпе хаçатра ĕçлекенсене чун-чĕререн саламлатăп, çĕнĕрен те çĕнĕ çитĕнÿсем туса пыма ырлăх-сывлăх, телей тата ăнăçу сунатăп.

Анатолий ТИМОФЕЕВ,

Ассакасси сали.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика