04 августа 2012 г.
Хирлеппуç ялĕнчи Аркадий Кустиковăн ачалăхĕ тăван колхозĕнче иртнĕ. Çамрăклăхĕ – Совет Çарĕнче. Çичĕ çул службăра тăнă. Япони самурайĕсене çапса аркатнă çĕре хутшăннă. Çамрăк çартан таврăнсан та ял хуçалăх ĕçĕсенчен уйрăлман, пĕлĕвне ÿстерме тăрăшнă. Çавна май ăна 1951 çулхи апрель уйăхĕнче районти «Колхоз хаçачĕн» ответлă секретарĕ пулма шаннă. Кĕçех татах та яваплăрах ĕçе – Етĕрне, Хĕрлĕ Чутай тата Мăн Сĕнтĕр районĕсем хушшинче тухса тăма тытăннă хаçат редакторне лартнă. Виçĕ çула яхăн Етĕрне район хаçатĕнче те тимлет Аркадий Кустиков.
Пĕр вăхăт Элĕкри парти райкомĕн пропагандăпа агитаци пайĕн пуçлăхĕн пуканне йышăнать. Хыççăн 1965 çулта хаçат редакторне çирĕплетеççĕ. Чи малтанах кадрсен ыйтăвне татса парассипе çине тăнă. Вутланти Александр Мешкова, Хирлеппуçĕнчи Михаил Кустикова, Якунекассинчи Николай Курцова, Етĕрне районĕнчи Мăн Явăшри Николай Пахомова ĕçе илнĕ.
Район хаçатне малтанхи çур çулта Вăрнарти типографире пичетленĕ. Вăл çине тăнипе çур çултанах редакципе типографи ятран çуртлă пулаççĕ. Пурлăх бази те лайăхланать. Аркадий Григорьевич хаçат редакторĕнче чĕрĕк ĕмĕре яхăн ĕçленĕ.
Пархатарлă ĕçĕпе çĕр-шыв наградине те тивĕçнĕ. Илемлĕ сăн-питлĕ, вăрăм пÿ-силлĕ, ăслă-тăнлă, сăпайлă ертÿçĕ пулнипе асра юлчĕ Аркадий Григорьевич. Эпир, ĕçтешĕсем, ăна манмастпăр.
Е.САВЕЛЬЕВА.