АУ"Редакция Аликовской районной газеты "По жизненному пути"ОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Стена хаçачĕ çул пачĕ

04 августа 2012 г.

Мăн Ямашри сакăр çул вĕренмелли (халĕ вăтам) шкулăн кĕçĕн класĕсенчех мана стена хаçачĕн редакторĕ пулма суйларĕç. Вĕренÿ çулĕн чĕрĕкĕсем вĕçленнĕ тĕле аслă уявсем умĕн хаçатăн черетлĕ номерĕсем кун çути куратчĕç. Хăшĕсем ăна вуласа савăнатчĕç, дисциплинăпа йĕркелĕхе пăсакансем тата вĕренÿре юлса пыракансем критикăлла материалсемшĕн кÿренетчĕç. Ÿкерчĕксене Владимир Барминпа Иван Миронов тата Анна Ильдер пионер-комсомолецсем сăрă кăранташсемпе илемлететчĕç. Ку енĕпе çамрăк художниксен ăсталăхĕ питĕ уççăн палăратчĕ. Ум статьяпа ытти текстсене мĕнле майпа çырмаллине классене ертсе пынă Р.И.Малова, К.Р.Парамонова, В.Е.Ефимова, М.И.Григорьева педагогсем вĕрентсе тата тĕрĕслесе пыратчĕç. Ахальтен мар пирĕн хаçат конкурссенче мала тухатчĕ.Саккăрмĕш класра вĕренме тытăнсан, 1964-мĕш çулхи кĕркунне, Етĕрнери «Ĕç ялавĕ» хаçатра манăн «Вилĕмрен çăлнă» тата «Шкулти кружоксем» ятлă заметкăсем пичетленчĕç. Куншăн эпĕ, паллах, савăнтăм. Çырас енĕпе çĕнĕ утăмсем тума мана кÿршĕ ялти Николай Давыдов (1946-1992ç.ç.) хавхалантаратчĕ. Вăл ун чухне Мăн Ямаш клуб заведующийĕ пулса ĕçлетчĕ, райхаçата та тĕрлĕ информацисемпе статьясем çырса тăратчĕ. Совет Çарĕн Байкал Леш енчи мотострелковăй полкĕнче икĕ çул çыхăну енĕпе службăра тăнă хыççăн, 1971-1976-мĕш çулсенче, эпĕ ялти «Заря» колхозра аслă техник-электрик пулса тимлерĕм. Ачаранах кинемеханик ĕçĕ те кăмăла кайнă май, 1977-мĕш çулта ку профессие те алла илтĕм. Шăпах çав çулхи сентябрĕн 1-мĕшĕнче мана Хĕрлĕ Чутай райкиносеть директорĕ Зоя Александровна Салайкина (1954 ç.) приказпа ĕçе илчĕ, Акташпа Анат Çĕрпÿкасси халăхне кинофильмсем кăтартма сĕнчĕ.

Район центрне тăтăшах çÿреме тивнĕ май, редакципе типографи çуртне кĕрсе тухмасăр хăварман. Ун чухне «Ленин çулĕпе» хаçат редакцийĕн коллективне (1965-мĕш çултанпа пĕр улшăнмасăр) Хирлеппуç ял çынни Аркадий Григорьевич Кустиков ертсе пыратчĕ, заместителĕ – Вутланти Александр Николаевич Мешковчĕ. Ответлă секретарь тивĕçне Хирлеппуçри Михаил Григорьевич Кустикова шаннăччĕ. Виççĕшĕ те иртнĕ вăрçă фронтовикĕсем. Вĕсемпе юнашар пÿлĕмсенче вара Ехремкассинчи Харитон Иванович Лисин (1914-1996 ç.ç.), Тавăтри Иван Тихонович Тихонов (1903-1989 ç.ç.), Элĕкри Геннадий Александрович Пласкин (1922-2001 ç.ç.), Мăн Явăшри Николай Егорович Пахомов (1925-1991 ç.ç.) фронтовиксем те, тĕрлĕ çулсенче, сахал мар статья калăпланă. Вĕсенчен пачах та кая юлмастчĕç ял хуçалăх пайĕнче тăрăшакан Николай Анисимович Курцовпа (1932-1980 – Якунекасси) Асаматри Елена Савельевна Тимофеева (Иванова). Сăмах май, çак маттур хĕрарăм районти пичет çуртĕнче вăй хума пуçланăранпа кăçал 45 çул çитрĕ, вăл халĕ те редакци сĕтелĕ хушшинче статьясем шăрçалать.

Шел пулин те, редакцире чылай хушă тимленĕ Геннадий Федоров (Куракăш) фотокорреспондент тата Василий Петровпа (Эренар) Виталий Одинцов (Йÿçпан) кореспондентсем, çавăн пекех штатра тăман авторсен пысăк йышĕ райхаçатăн 80 çулхи юбилейне кĕтсе илеймерĕç. Акă вĕсем: вăрçă вут-çулăмĕ витĕр тухнă Кирилл Вороновпа (Тури Хурасан) Александр Орлов (Ехремкасси), Ванифатий Мальцевпа Алексей Мясников (Ассакасси), Николай Андреевпа (Шĕмшеш) Арсений Ефимов (Мăн Вылă), Семен Тихоновпа (Тавăт) Меркурий Никифоров (Витеçÿч), Аркадий Филиппов (Ураскилт) тата Виктор Герасимовпа (Пиçенер) Алексей Павлов (Кăраклав) фронтовиксем. Гитлер СССР-а хирĕç пуçарса янă 1941-1945-мĕш çулсенчи вăрçăччен маларах çуралнă Алексей Орлов (Элĕк), Георгий Ананьев (Анат Татмăш), Виталий Порфирьев (Антоновка), Зиновий Катеев (Тури Выла), Геннадий Белов (Ассакасси), Владимир Петров (Ехремкасси), Владимир Петров (Шĕмшеш), Павел Крыловпа Николай Мясников (Кивуй) тата вăрçă хыççăн çут тĕнчене килнĕ Николай Давыдовпа (Яккушкăнь) Василий Кондратьев (Этмен) педагогсем те хаçат редакцийĕпе тачă çыхăну тытатчĕç, анчах та асăнса тухнă ялкорсен кун-çулĕ тĕрлĕ çулсенче сÿнчĕ. Апла пулин те, вĕсене пирĕн вулакансем яланах асра тытаççĕ.

Калас пулать, райхаçат тухма пуçланăранпа редакторсен шучĕ 16 çынна çитнĕ, вĕсенчен Аркадий Григорьевич Кустиков (1926-2009) – 24 çул, Кĕçĕн Тăванти Леонид Максимович Владимиров (1932-2006) – 7 çул, Тавăтри Иван Тихонович Тихонов (1903-1989) – 5 çул, Урикассинчи Семен Филиппович Саперкинпа (1961-1999) Чурачăкри Пелагея Сергеевна Меценатова (1903-1973) 4-шар çул çак редакци коллективĕпе ĕçлеме ĕлкĕрнĕ. Юлашки çулсене илес пулсассăн, 1998-мĕш çулхи февральтен, тĕп редактор тивĕçĕсене Вутлан çынни, Юрий Леонидович Корнилов пурнăçласа пырать. Юнашарти пÿлĕмсенче Елена Тимофеева (Изванка), Эльвира Кузьмина (Какаç), Анжелика Силивестрова (Кĕçĕн Тăван) журналистсемпе Светлана Павлова (Тавăт) тата Надежда Ивановăпа (Татмăш) Наталья Никифорова (Элĕк) операторсем тăрăшаççĕ. Журналистсене ялсем тăрăх çÿреме Владимир Никифоров (Элĕк) шофер пулăшать.

Иртнĕ çулсенче аса илес пулсан, манăн малтанхи икĕ заметка («Шăнкăрав пуласса çеç кĕтеççĕ», «Сад ăсти»), 1965-мĕш çулхи июль-август уйăхĕсенче пичетленчĕç. Ун хыççăн эпĕ Шупашкарпа Çĕмĕрле хулисенче электрика, шофера вĕрентĕм, Совет Çарĕнче службăра пултăм. Авлантăм, кил-çурт çавăртăм, 1976-мĕш çултан вара райхаçата тепĕр хут çырма тытăнтăм. Çак изданире пичетленнĕ материалсен шучĕ 800-тен те иртĕ ĕнтĕ. Нумай çынпа курса калаçрăм, чылай çĕре çитсе куртăм, кунсăр пуçне тата 5 кĕнеке пичетлесе кăлартăм.

Пурнăçăма пичет ĕçĕ-хĕлĕпе çыхăнтарнăшăн пĕрре те кÿренместĕп: вăл тавракурăма анлăлатма, творчествăри пултарулăха ÿстерме лайăх майсем туса пачĕ, çавна май манăн районти радиовещани тата Хĕрлĕ Чутайри «Коммунизм çулĕпе» хаçат редакцийĕсенче те ĕçлеме тÿр килчĕ. Активлăхпа тăрăшулăх сая каймарĕ: мана «Чăваш республикинчи хисеплĕ краевед тата халăх академикĕ», «Чăваш наци культурин тава тивĕçлĕ деятелĕ» ятсем пачĕç, çавнашкалах Хисеп грамотисене, юбилей медалĕсене те тивĕçрĕм. Кусем мана, паллах, хавхалантараççĕ.

Геннадий САВЕЛЬЕВ,

пичет ветеранĕ, журналистсен тата писательсен Союзĕсен членĕ.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика