АУ"Редакция Аликовской районной газеты "По жизненному пути"ОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Пысăк ĕç тунă

04 августа 2012 г.

Элĕк типографийĕ ман пурнăçра тарăн йĕр хăварчĕ. Район хаçатне вулакан патне вăхăтра çитерессишĕн, чăнах та, тăрăшман мар. Журналистсемпе полиграфистсем пурнăç таппинчен юлмасăр ĕçленĕ. Типографин пурлăх бази чухăнах марччĕ. Иртнĕ ĕмĕрĕн çитмĕлмĕш çулĕсен пуçламăшĕнче наборлакан машина-линотип вырнаçтарнă цеха. Ку техника кĕçех икке те çитнĕ. Линотипистсем вара Надежда Иванова (Вутлан), Нина Серафимова (Сурăмварри), Полина Семенова (Асамат), Зоя Петрова (Элĕк), Елизавета Ананьева (Качалав) пулни паллă.

Каярах линотипа алла илме мана та черет çитрĕ. Елизавета Ананьевăпа (шел, унăн пурнăçĕ вăхăтсăрах татăлчĕ) иксĕмĕр ăмăртсах тимлеттĕмĕр.

Редакци сотрудникĕсем тăратакан материалсене хăвăрт, йăнăшсăр наборлассишĕн тăрăшаттăмăр. Ĕçтешĕм, Елизавета, «Чăваш Республикин культурин тава тивĕçлĕ ĕçченĕ» хисеплĕ ята та илчĕ.

Типографипе вуншар çын хăйсен пурнăç çулне çыхăнтарнă. Ĕç стажĕпе илсен, юлашки вăхăтра ĕçленисене çитекенни пулман. Кусем Ровенна Капарова, Зинаида Семенова (Эренар), Зоя Андреева (Тукач) район хаçатне кăларас ĕçре вăтăршар, Валентина Матвеева та нумай çул пĕр улшăнмасăр вăй хучĕç. «Пурнăç çулĕпе» хаçат 2000-мĕш çултанпа çĕнĕлле тухса тăрать. Ăна хатĕрлесе кăларас ĕçе вырăнти типографи хутшăнмасть ĕнтĕ. Халĕ Шупашкарти «Чăваш Ен» издательствăра кун çути курать. Хăй вăхăтĕнче пĕчĕк предприятирех пысăк ĕç тунă.

Роза ГАВРИЛОВА, Кĕçĕн Тăван ялĕ.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика