АУ"Редакция Аликовской районной газеты "По жизненному пути"ОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Интересли нумай

04 августа 2012 г.

Хаçатăн кун-çулĕ вăрăм. Халăха савăнăç кÿрет. Райхаçат тухма пуçланă вăхăтра Ураскилт ялĕнче çырăнакансем пулман. Кайрантарахпа Егор Васянка, Филимон Матвеев, Аркадий Филиппов çырăнса илмешкĕн тытăнчĕç. «Колхоз хаçачĕ» эрнере икĕ хутчен тухатчĕ. Ял çыннисем ку кăларăм килессе чунтан кĕтетчĕç. Кам хаçат çырăннă, вĕсем патне пуçтарăнатчĕç. Вуласа тухнă хыççăн пĕр икĕ сехет калаçса ларатчĕç. Райхаçатра критикăллă «Капкăн кĕтесне» хаваспах пăхса тухаттăмăр.

1956 çулта «Молния» колхозăн тыр-пулă вăйлă çитĕнчĕ. Çумăрлă кунсем пуçланчĕç. Халăх тыр-пула ниепле те пуçтарса кĕртеймест. Хаçатра фельетон пичетленчĕ. Пухура ăна пăхса тухрĕç. Председателе ĕçрен кăларма йышăнчĕç. Георгий Судакова председателе суйласа лартрĕç. Вăл колхоз тыррине çăлса хăварчĕ. Пурăна-киле хаçат ятне улăштарчĕç. «Ленин çулĕпене» Аркадий Кустиков ертсе пымашкăн тытăнчĕ. Вăл тĕп редакторта нумай çул ĕçлерĕ. Колхозниксем хаçата бухгалтери урлă çырăнма тытăнчĕç. Ĕç укçинчен тытса юлатчĕç.

Халĕ те «Пурнăç çулĕпе» хаçата халăх юратса вулать. Хаçатра ĕçлекенсем пурте аслă пĕлÿллĕ, ырă кăмăллă. Кирек епле ыйтупа пырсан хурав çийĕнчех тупатăн. Редакцие кĕрсе тухсан кăмăл та уçăлать. Эпĕ хаçата вуласа çеç савăнмастăп, статьясемпе заметкăсем çыратăп. Хаçатра хамăн ĕçе курсан мăшăрпа иксĕмĕр те хĕпĕртетпĕр. Елена Тимофеева çырнă статьясене интересленсе вулатăп. Хаçатра сăн ÿкерчĕксем нумай. Статьясем пысăк калăпăшлă мар. Çавăнпа вулас килет. Район прокурорĕн В.Шоркин статйисем те тыткăнлаççĕ.

«Пурнăç çулĕпе» хаçатăн ĕмĕрĕ вăрăм пуласса шанас килет.

Ливерий ФЕДОРОВ,

Ураскилт ялĕ.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика