АУ"Редакция Аликовской районной газеты "По жизненному пути"ОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Хаçат хастарĕсем канашларĕç

08 августа 2012 г.

Район хаçачĕн пĕрремĕш номерĕ тухнăранпа 80 çул çитрĕ. Çав ятпа райхаçат редакцине унăн чи çывăх тусĕсем – обществăлла корреспондентсем пухăнчĕç.

«Пурнăç çулĕпе» хаçатăн тĕп редакторĕ Юрий Корнилов кĕскен район хаçачĕ 80 çул хушшинче утса тухнă çул-йĕрпе паллаштарчĕ, юбилей ячĕпе пурне те ăшшăн саламласа пултарулăхра малашне те çитĕнÿсем тума ăнăçу сунчĕ.

Пухăннисем умĕнче район администрацийĕн пуçлăхĕн социаллă ыйтусемпе ĕçлекен çумĕ – вĕренÿ пайĕн начальникĕ Эдуард Николаев салам сăмахĕ каларĕ.

– Эсир чылай чухне пуян та тарăн содержаниллĕ материалсем хатĕрлетĕр, – палăртрĕ Эдуард Владимирович.

Вăл çавăн пекех кĕскен районăн социаллă пурнăçĕпе экономики мĕнле аталанса пыни çинчен каласа пачĕ, ыйтусене хуравларĕ.

Ĕçлĕ тĕл пулура штатра тăман корреспондентсем хăйсем хаçатпа çыхăну тытма пуçланă самантсене аса илчĕç, пĕр-пĕрин шухăш-тĕллевĕсемпе паллашрĕç, хаçат страницисенче тематика страницисем ытларах кăларма, çамрăк авторсене татах та явăçтарма сĕнчĕç.

В.ПАВЛОВ.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика