08 августа 2012 г.
Юлашки çулсенче шкул çулне çитменисен аталанăвĕ çине пысăк тимлĕх уйăраççĕ. Ку енĕпе тĕрлĕ ыйтăва федераци шайĕнче те пĕрре мар хускатнă. Районти лару-тăрупа çĕнĕ вĕренÿ çулĕ умĕн вĕренÿ пайĕн начальникне Эдуард Владимирович Николаева паллаштарма ыйтрăмăр.– Элĕк районĕнче шкул çулне çитменнисене валли виçĕ ача сачĕ ĕçлет. Кунсăр пуçне вун пĕр шкулта ятарлă программăпа пĕчĕккисене валли ушкăнсем йĕркеленĕ. Пĕтĕмĕшле унта 602 шăпăрлан çÿрет. Çакă 1-6,5 çулхи ачасен 54 проценчĕ шутланать. Çавăн пекех ача сачĕсене çÿреймен аслăрах ушкăн валли Ураскилтри, Юнтапари, Мăн Вылăри, Шĕмшешри вăтам шкулсенче шăмат кунсерен ушкăнсем йĕркеленине асăнмалла. Кунта 80 ача пуçламăш пĕлÿ илме хатĕрленет, – палăртрĕ Э.Николаев.
Элĕкри ача садĕнче пĕчĕккисен чĕлхине «уçма» пулăшма логопед ĕçлет. Вăл шăпăрлансене калаçăва тĕрĕс йĕркелеме хăнăхтарать. Çавăн пекех «Çăлкуçра» ашшĕ-амăшне пулăшма консультаци пункчĕ ĕçлени те ашшĕ-амăшĕшĕн вырăнлă.
Пĕчĕккисене хушма пĕлÿ парса пултарулăхне аталантарма пулăшасси çине те пысăк тимлĕх уйăраççĕ. Ача сачĕсенче тÿлевсĕр кружоксем ĕçлеççĕ, унта 48 шăпăрлан çÿреççĕ.
– Шкул çулне çитменнисене воспитани парас ĕçре 45 педагог тăрăшать. Паянхи куна илсен педагогсен 58 проценчĕ аслă пĕлÿллĕ, 67-шĕн пĕрремĕшпе иккĕмĕш квалификаци категориллĕ, – терĕ вĕренÿ пайĕн начальникĕ.
Ачасем çулсерен тĕрлĕ смотр конкурссенче палăраççĕ. 2012 çулта «Çулталăк воспитателĕ» конкурса районти сакăр воспитатель хутшăннă.Мероприяти пĕтĕмлетĕвĕ тăрăх Элĕкри пĕрремĕш номерлĕ «Çăлкуç» ача сачĕн воспитателĕ Альбина Андреевна Зайцева çĕнтернĕ.Республикăра иртнĕ «Чи лайăх воспитательсен» конкурсĕнче Элĕкри «Çăлкуçра» тата Тавăтри «Пучахра» тăрăшакансем хăйсен ăсталăхне кăтартнă. Элĕк районĕн администрацийĕн пуçлăхĕн грантне Тавăтри виççĕмĕш номерлĕ ача сачĕн воспитателĕ Л.Петрова тивĕçнĕ.
– Шкул çулне çитменнисем çавăн пекех тĕрлĕ конкурссене хутшăнаççĕ. Акă кăçал та «Çăлкуç» тата «Пучах» ача сачĕсем çитĕнекен ăрăва çул-йĕр правилисене хăнăхтарас тĕллевпе йĕркеленĕ «Светофорик» конкурса хутшăнчĕç. Грант илес тĕллевпе йĕркеленĕ республика конкурсне те хăйсен ĕçĕсене пачĕç. «Хĕвел» ача сачĕ шкул çулне çитменнисене пуçламăш пĕлÿ парассине йĕркелессипе ĕç тăратрĕ. «Çăлкуç» шкул çулне çитменнисене çĕнĕ йĕркепе вариативлă формăпа вĕрентес ыйтăва хускатрĕç. Районти пур ача сачĕн те ĕçе туллин йĕркелемелли лицензи пур, – палăртрĕ Эдуард Владимирович.
Ача садне çÿренĕшĕн тÿлев паян Элĕкре 700 тенкĕпе, ялсенче – 500 тенкĕпе танлашать. Шкул çулне çитменнисен учрежденийĕсенче ача садне çÿренĕшĕн тÿленĕ укçана компенсацилессине те йĕркеленĕ.
Эдуард Владимирович палăртнă тăрăх ача сачĕсенчи педагогсен квалификацине ÿстерме методика пĕрлешĕвĕсем пысăк пулăшу кÿреççĕ. Семинарсем, консультацисем час-часах йĕркелеççĕ, курссенче те çĕнĕлĕхе хăнăхаççĕ. Ача сачĕсенче пĕчĕккисен сывлăхĕ çине те сахал мар тимлĕх уйăраççĕ.
Чи çивĕч ыйтусенчен пĕри вăл, Э.Николаев пĕлтернĕ тăрăх, шкул çулне çитменнисен учрежденийĕсенче шăпăрлансен вĕренÿ пахалăхне ÿстерессипе ĕçлемелле. Предметлă аталану вăййисене ытларах йĕркелемелле.
– Паянхи куна районта ачасен 46 проценчĕ килте ларать. Шăпăрлансене тантăшĕсемпе ача садне çÿреме условисем туса парас тĕлевпе 2010 çулта «Çăлкуçра» 15 ачаллă хушма ушкăн йĕркеленĕ. 2011 çулта Вутлан шкулĕнче, «Хĕвел» ача садĕнче юсав ĕçĕсем туса ирттернĕ. 2012 çулхи утă уйăхĕн пĕрремĕшĕ тĕлне 1-7 çулхисем ача садĕнче черетре 106-ăн шутланаççĕ. Ача сачĕпе çыхăннă çивĕч ыйтăва татса парас тĕллевпе «Пучахра» 20 ача вырнаçмалăх хушма ушкăн уçма палăртатпăр. Ку тĕллевпе çулталăкăн тăваттăмĕш кварталĕ тĕлне юсав ĕçĕсене вĕçлесшĕн. Элĕкри «Хĕвел» ача сачĕ çуртне çĕнĕлĕх кĕртсе 60 ача çÿремелĕх хушма çурт тума планланă. Çавăн пекех Ураскилтре 40 ача вырнаçмалăх çурт хута ярасшăн, – пĕлтерчĕ районти вĕренÿ пайĕн начальникĕ.
И.ЭЛИНА.