АУ"Редакция Аликовской районной газеты "По жизненному пути"ОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Уй-хиртен тырă килет

11 августа 2012 г.

Мăн Вылă тăрăхĕнчи ачасем каникул кунĕсене ĕçсĕр, усăсăр ирттермеççĕ. Ирсерен тулли кăмăлпа вăранаççĕ те ĕçе васкаççĕ. Хăш чух ăшă вырăн çинчен тăрас та килмест пулĕ. Анчах йĕтем çине каймалла, тырра типĕтсе кĕлете кĕртмелле. Нимĕн те калаймăн, Мăн Вылă тăрăхĕнчи ачасем нимĕнле йывăрлăх умĕнче те пуçа усма хăнăхман, тĕллеве çирĕп пурнăçлассине йăлана кĕртнĕ. Ашшĕ-амăшĕн ĕнси çинче ларма юратманскерсем ĕç çине куллен пысăк тимлĕх уйăраççĕ. Тепĕр тесен, тар тăкнишĕн вăй пĕтмест, укçи-тенки вара алла тытмалăх пулатех.

Мăн Вылă ялĕ çывăхĕнче вырнаçнă йĕтем çинче аслă классенче вĕренекенсене курма пулать. Вĕсем аслисемпе тан хăйсене мĕн хушнине пурнăçлаççĕ. Уй-хиртен килнĕ тырра сортировка витĕр кăлараççĕ, типĕтме хураççĕ. Ĕçĕ тĕрлĕ енлĕ – ан ÿркен кăна. Паллах, ачасем канса илме те вăхăт тупаççĕ. Пĕрле чухне питех те интереслĕ вĕсене.

Уяр çанталăкра уй-хиртен тырă йĕтем çине сехетсерен тенĕ пек килсе тăрать. Ульянов ячĕллĕ хуçалăхра агрегатсемпе типĕтмеççĕ халь, мĕншĕн тесен топливо нумай кирлĕ иккен. Çавăнпа та асфальтланă вырăна тырра сарса хураççĕ. «Çумăрĕ çеç ан çутăр», – теççĕ ĕçченсем. Хăйсенчен те нумай килнине аван ăнланаççĕ. Çавăнпа та тăрăшаççĕ. Йĕтем çинчи ĕçсене йĕркелесе тăракан Анатолий Порфирьев пĕрне те хурламасть.

Ульянов ячĕллĕ хуçалăхăн пĕрчĕллĕ тата пăрçа йышши культурăсем 510 гектар йышăнаççĕ. Уй-хирте виçĕ комбайн ĕçлет.

К.ЮРЬЕВ.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика