11 августа 2012 г.
Тимĕрçкасси ялĕнче пурăнакан Галина Яковлева ял хуçалăх ĕçĕсене хастар хутшăннă. Малтанах бригадăра вăй хунипех çырлахнă пулсан, каярах сыснасем ĕрчетекен механизациленĕ фермăна вырнаçнă. Ку ĕçре вăл çирĕм пиллĕк çул тимленĕ. Хыççăн «Возрождение» хресчен-фермер хуçалăхĕнче ĕçе пикенет. Хастар хĕрарăмăн килти хуçалăхĕ те пĕчĕк мар: ĕнесем, пăрусем, чăх-чĕпсем. Апла пулин те Галина Яковлева укçа-тенкĕ ĕçлесе илме меслет тупнă. Вăл çирĕм çул ытла сиплĕ курăксем пухать. Г.Яковлева эмелсемпе питех усă курасшăн мар. Хăйне, ачисене те ытларах сиплĕ курăксемпе сиплеме тăрăшать.
– Кашни курăка пуçтармалли хăйĕн вăхăчĕ пур. Чи малтанах, çанталăк вăрăм хĕлрен чĕрĕлсе çитсен, вĕлтĕрен пуçтармалла. Унра С витамин нумай. Хыççăн чăрăш тăррипе шапа хупаххине татма вăхăт çитет. Кусем те питĕ усăллă. Вĕсемпе выльăхсене сипленĕ чухне те усă куратăп. Хурăн папкисем ăшчикри чир-чĕре кăларма пулăшаççĕ. Шăнса пăсăлсан унăн çулçисем эмел вырăннех. Юн пусăмĕпе аптракансем паланпа усă курма пултараççĕ. Хĕллехи вăхăтра çăка чечекĕсенчен хатĕрленĕ чейрен пахи мĕн пултăр тата; – хăпартланчĕ çут çанталăк тусĕ.
Хăш вырăнта вăл е ку сиплĕ курăк ÿснине аван ăнланать Галина Владимировна.
– Ялсенчи çырма-çатрара вĕлтĕрен ашкăрса ÿснине асăрхама пулать. Капла пăхсан çум курăкĕ вырăннех вăл. Çав хушăрах вĕлтĕрен хаклă чĕртавар та. Шапа хупаххине ытларах тăмлă вырăнта асăрхатпăр. Юлашки вăхăтра уйсенче армути ытларах ÿсни курăнать. Кусене татма кăна ÿркенмелле мар, – кăмăлтан калаçрĕ хĕрарăм.
Галина Владимировна тăрăшулăхпа çаврăнăçулăх кăтартнипе пĕрлех юлташĕсене те ку ĕçе явăçтарма тăрăшать.
– Эмел курăкĕн укçипе япала сахал мар туяннă, – хĕпĕртесе пĕлтерчĕ Г.Яковлева.
Вăл кăçал та ку енĕпе ăнăçлă ĕçлет. Сиплĕ курăксене чĕрĕлле те, типĕтсе те кÿрсе парать.
З.НИКИФОРОВА,
«Коопзаготпром» пĕрлешĕвĕн товаровечĕ.