15 августа 2012 г.
Ял çыннисемшĕн халĕ чи хĕрÿ вăхăт. Вырма ĕçĕсем анлă сарăлчĕç. Тĕш тырă культурисене пурĕ 8265 гектар çинчен пухса кĕртмелле. Хĕрÿ ĕç шавĕ кĕр тыррисен уйĕсенчен пуçланчĕ. Иртнĕ çулхи кĕркунне çав культурăсене 2560 гектар, çав шутран ыраш – 763 , кĕрхи тулă – 1387, тритикале 410 гектар акса хăварнăччĕ. Шел пулин те, кĕр тыррисем кирлĕ пек хĕл каçаймарĕç, 1187 гектар таранах сивĕпе сиенленчĕç. Сыхланса юлнă лаптăксенчи тырра вырса пĕтернĕ ĕнтĕ. Анчах та малтан палăртнă пек пысăк тухăç илеймерĕç хуçалăхсем. Пур пек тырăна вăрлăхлăх хывса акма хатĕрлемелле. Çавăн пекех куçса пыракан фонд валли уйăрни те кирлех.
Çурхи тĕш тырă культурисене 7588 гектар çинчен пухса кĕртмелле пулсан, августăн 13-мĕшĕ тĕлне илсен, ку ĕçе 2509 гектар, 30 процент пурнăçланă. Хальлĕхе вăтам тухăç 15-16 центнерпа танлашать. Вырма ĕçĕсем «Алмаз», «Новый путь», «Рабия», Ульянов ячĕллĕ хуçалăхсенче уйрăмах ăнăçлă пыраççĕ, вĕсен тыррисем те тухăçлăрах. «Алмаз» обществăра, акă, çуртрисем гектартан 25 центнертан кая мар тухаççĕ. Ăнăçлăх машина-трактор паркĕсен хăватĕнчен нумай килет. «Новый путь» хуçалăх уйĕсенче хальхи йышши икĕ «Полесье», «Алмаз» обществăра «Acros-530» комбайнсем ĕçлеççĕ. «Журавлев» хресчен-фермер хуçалăхĕнче те «Полесье» тырă вырать. «Агрофирма «Рабия» обществăра та çĕнĕ йышши «уй-хир карапĕ» çаврăмсем тăвать. «Агрофирма «Золотое Руно» обществăна та çĕнĕ хăватлă комбайн килнĕ. Кăçал ку таранччен районта ял хуçалăх техники 15 миллион тенкĕлĕх илнĕ. Пысăк технологиллĕ техника вара çунтармалли-сĕрмелли материалсене перекетлеме, ĕçе хăвăрт, лайăх пахалăхпа пурнăçлама май парать. Хальхи вăхăтра район уй-хирĕнче пурĕ 21 комбайн ĕçлет, çав шутран 5-шĕ хресчен-фермер хуçалăхĕсенче. Вырма вăхăтĕнчех вăрлăх хатĕрленине, паллах, нимĕн те çитмĕ. Кăçал тырă йÿнех пулмасси паллă. Çурхи тулă хаклĕ халĕ 7 тенкĕпе танлашать, татах та ÿсме пултарать. Çавăнпа хуçалăхсем тырра кĕлетсене хываççĕ, сутма тăхтаса тăраççĕ.
Çĕр улмие хуçалăхсен 1943 гектар çинчен пухса кĕртмелле. Ку енĕпе ĕçсем пуçланчĕç те ĕнтĕ. С.Волков, Ю.Никифоров, В.Узянов, В.Журавлев хресчен-фермерсем «иккĕмĕш çăкăра» кăларассине лайăх йĕркелесе ячĕç. Кăçал çĕр улми патвар çитĕнчĕ, унран тупăш илме май пур. Кĕр аки вăхăчĕ çывхарать. Ăна 3500 гектартан кая мар лаптăк çинче ирттерес тĕллев тăрать. Кĕр тыррисене акма çĕр 2500 гектар хатĕрленĕ, çав шутран халиччен усă курман çĕрсем – 750 гектар.
Апат-çимĕç фончĕ урлă 140 тонна вăрлăх туянма заявка тăратнă. «Новый путь» хуçалăх Чăваш наукăпа тĕпчев институтĕнчен кĕрхи тулăн супер-элита вăрлăхне 10 тонна кÿрсе килчĕ.
Шĕмшеш, Крымсарайкка, Питĕшкасси, Юнтапа, Чăваш Сурăм ял тăрăхĕсен территорийĕсенче усă курман çĕрсен лаптăкĕсем чылай. Кăçал ахаль выртакан çĕрсене пусă çаврăнăшне кĕртессине пĕтĕмĕшпех вĕçлемелле.
Анатолий
ПРОХОРОВ,
ял хуçалăхĕпе экологи пайĕн начальникĕ.