АУ"Редакция Аликовской районной газеты "По жизненному пути"ОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Ялти пурнăçа килĕштереççĕ

15 августа 2012 г.

Ямашри райпо лавккине çитсе чарăнсан пĕр пĕчĕкрех кĕлеткеллĕ те çепĕç чунлă хĕрарăмпа паллашма тÿр килчĕ. Елена Кузнецовсен çемйине çĕнĕ çын пулса килни вунă çул та иртнĕ. Вăл Етĕрне районĕнчен. Ăнсăртран Ямаш каччипе паллашнă. Пĕр-пĕрне килĕштерсе çемье çавăрнă. Халĕ Еленăпа Александр Кузнецовсем тĕпренчĕкĕсене тĕрĕс воспитани парассишĕн тимлеççĕ.Елена Викторовнăпа Александр Леонидович вун икĕ çул каялла çемьене чăмăртанă. Унччен пĕр çулталăка яхăн хăйсен туйăмĕсене тĕрĕсленĕ. Паянхи кун вĕсем ашшĕ-амăшĕнчен уйрăм пурăнаççĕ. Икĕ çул каялла çĕнĕ пÿрте куçнă. Елена Викторовна 1993 çулта шкултан вĕренсе тухсан хулана çул тытать. Пĕр училищĕре çĕвĕç специальноçне алла илет. Хыççăнах Етĕрнере ĕç тупать. Елена Кузнецовăн тăван амăшĕ – ÿнерçĕ. Халĕ те вăхăтăн-вăхăтăн ÿкерчĕксем тăвать. Ленăн ашшĕ вара вырăс. Шел пулин те, вăл темиçе çул каялла çĕре кĕнĕ. Кузнецовсем малтан Волгоградра пурăннă.

Выльăх-чĕрлĕхне те чылай усраççĕ. Çĕрĕ те пур. Техника та туяннă. Çамрăккисем аслисем хыççăн вĕренсе пыраççĕ. Елена Викторовна чечексене хытă юратать. Унăн мăшăрĕ те вĕсене пăхма пултарать.

Кузнецовсем икĕ ывăла тĕрĕс-тĕкел çитĕнтерессишĕн тăрăшаççĕ. Вĕсем ашшĕпе амăшне вĕренÿри тăрăшулăхпа савăнтараççĕ, хавхалану хушаççĕ.

Кил хуçи арçынĕ – Александр Леонидович стройкăра хастар.

А.СИЛИВЕСТРОВА.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика