АУ"Редакция Аликовской районной газеты "По жизненному пути"ОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Ĕçленĕ, канăçа пĕлмен

15 августа 2012 г.

Шураçри Геннадий Владимировпа урамра пĕр сехете яхăн калаçса тăтăмăр. Вăл халĕ пенсире, çамрăк чухнехи пек чун-чĕре хĕрÿлĕхне шеллемесĕр хушнă ĕçе пурнăçламасть ĕнтĕ. Анчах та иртсе кайнă вăхăта ниепле те манма пултараймасть, мĕншĕн тесен Геннадий Владимирович вăтăр çул техникăран уйрăлман. Çĕр ĕçĕпе тата пĕве тăвассипе çыхăннă пĕтĕм стаж. Ĕçченлĕхĕпе, техникăна юратнипе тĕлĕнтернĕ арçын юлташĕсене.– Халĕ те трактор çине ларма хатĕр пулĕ, Геннадий Владимирович;

– Çук, вăй-хал енчен чакрăм эпĕ. Чунĕ вара çав-çавах ватăласшăн мар, малалла талпăнма хистет, – терĕ ватă.

Ĕçленĕ вăл, ырлăх-пурлăхшăн тăрăшнă. Акă пĕр-пĕр яла пĕве тума кайсан кил пирки те манма тивнĕ. Ăçти вырăнта вăй хунă – çавăнта выртса тăнă. Пĕве тунă чух пысăк ăсталăх кăтартнă. Çырмаллă вырăнсене тракторпа тĕксе якатас ĕç чылай чух йывăрлăх кăларса тăратнă. Нумай вăрттăнлăха пĕлме тивнĕ, унсăрăн инкеке те çакланма пултарнă. Геннадий Владимирович нихăçан та çухалса кайман, ĕçе ялан пĕлсе пурнăçланă. Ирхи тăватă сехетре вăрансан пÿртре вăрах вăхăт тытăнса тăман, техника патне тухнă, ăна тĕплĕн тĕрĕсленĕ. Вăл хăш детале хăçан улăштармаллине аван пĕлнĕ.

– Хăв аллупа тÿрлетнĕ техникăпа çула тухма шанчăклă. Çавна ялан шута илнĕ эпĕ, – терĕ Геннадий Владимирович.

Ир пуçласа каçччен ĕç вырăнĕнчен татăлман. Пĕве тăвассине нумай вăхăта тăсмалла мар – çак тĕллевпе кунсерен тимленĕ. Ывăннине те туйман. Пурнăçра 50 пĕвене яхăн тунă. Тĕрлĕ маркăллă тракторпа ĕçлесе курнă. Акă Элĕкри «Сельхозтехникăна» ĕçе вырнаçсан уй-хирти çум курăкпа пĕрре мар кĕрешнĕ. Торф та чылай турттарнă.

Мăшăрĕ – Зоя район тĕп больницинче тимленĕ. Пĕлтĕр, чире парăнтарайманнипе, пурнăçран яланлăхах уйрăлса кайнă. Халĕ Геннадий Владимирович пĕчченех пурăнать. Ачисем пур унăн: хĕрĕ учительница, ывăлĕ инженер. Вĕсемпе ялан çыхăнура.

– Эрех-сăрапа иртĕхместĕп. Чĕлĕм туртма пăрахни те темиçе çул, – ăнлантарчĕ ватă.

Г.Владимирова чылай ялта паллаççĕ. Пĕр-пĕр çĕрте курсан ăна сывлăх сунаççĕ, пурнăçĕпе интересленеççĕ. Çакă хытах савăнтарать ĕнерхи тракториста.

Ю.КОРНИЛОВ.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика