АУ"Редакция Аликовской районной газеты "По жизненному пути"ОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Çемйипех – тухтăрсем

22 августа 2012 г.

Асатте-асаннесен ăрăвĕ мĕн пĕчĕкренех ĕçе хăнăхса ÿснĕ. Шкул çулĕнчи ачасем çу кунĕсенче ĕнесене пăхнă, аслисемпе танах авăн çапас ĕçе хутшăннă. Татмăшри Раиса Алексеевна Федорова та шухăша путсан чылай чухне ачалăхне таврăнать.Уйрăмах вăрçă пуçланнă самантсем тарăн йĕр хăварнă унăн чĕринче. Тăватă класс пĕтернĕ хĕр ача тантăшĕсемпе çуллахи каникул вăхăтĕнче ĕнесене пăхнă. Уйра чупса çÿрекен ачасем тÿпере самолетсем ытларах та ытларах вĕçнине сиснĕ. Яла таврăнсан çывăх çыннисенчен вăрçă пуçланнине, тăван çĕр-шыва нимĕç фашисчĕсем хурахла тапăнса кĕнине пĕлнĕ.

Вăрçă хаярлăхне пĕрремĕш кунранах ачасем те аванах туйнă. Яла тунсăх пуснă, аслисен сăн-питĕнче йăл-кулă çухалнă, ачасен сассисем те урамра илтĕнмен. Класăн-класăн фермăна ĕçлеме çÿренĕ. Вăрçă çулĕсем ачасен çирĕплĕхне те хытах тĕрĕсленĕ çав.

1947 çулта Синер хĕр ачи вăтам шкул пĕтерет. Малтанхи тапхăрта темиçе çĕрте те ĕçлесе пăхать. Чун килĕшнĕ ĕç тупăнманран тата пĕр-пĕр специальноç алла илес тĕллевпе 1951 çулта Канашри медицина училищине вĕренме кайса кĕрет. Унтан хĕрлĕ дипломпа тухать. Аслă пĕлÿ илме ăнтăлу пуртан Хусана çул тытать Раиса Алексеевна. Кунта сиплев факультетне вĕренме кĕрет. Анчах та ашшĕ-амăшĕ укçа-тенкĕрен пулăшайманран уйăх çурăран килне таврăнать вăл. Çамрăк специалиста Юманлăхри медпункта çирĕплетеççĕ. Çакăнта ĕçленĕ вăхăтра Раиса Алексеевна Кирилл Федоровичпа паллашать. Çемье çавăрать. Ашшĕ вăрçăра пуç хунă хыççăн Кирилл Федорович 4-5 ачапа пĕччен юлнă амăшне пулăшас тĕллевпе çамрăклах ĕçе кÿлĕнет. Çар службинче те пулать çамрăк. Хыççăн çеç вăтам шкул пĕтернине çирĕплетекен аттестата алла илсен Канаша çул тытать. Медицина пĕлĕвне илет.

Çамрăк арçынна Тăвăш-Юнтапари фельдшер пуктне çирĕплетсе параççĕ. 1959-1980 çулсенче Кирилл Федорович Пенькозаводра тăрăшакансен сывлăхĕшĕн яваплă пулать. Раиса Алексеевна 1971 çултан Элĕкри тĕр больницăн ача-пăча консультацийĕнче медицина сестринче тăрăшать. Кунта мĕн тивĕçлĕ канăва тухичченех ĕçлет.

5 ачаран Галинăпа Светлана хĕрĕсем те медицина енĕпе пĕлÿ илнĕ. Иккĕшĕ те Шупашкарта сывлăх сыхлавĕнче тăрăшаççĕ.

Кирилл Федорович 30 çул ытла медицинăра ĕçленĕ. Кил управçин, Раиса Алексеевнăн, ачасемпе, мăшăрĕпе танлаштарсан ĕç стажĕ пĕчĕкрех-ха, 24 çулпа танлашать.

Федоровсен медицина династине халĕ Женьăн Елена хĕрĕ тăсать. Иртнĕ çул медицина сестрин дипломне алла илнĕ хĕр Çĕнĕ Шупашкарти травматологи пунктĕнче вăй хурать. Пĕтĕмĕшле ĕç стажĕ династин паянхи куна 112 çулпа танлашать. Раиса Алексеевнăпа Кирилл Федорович Тури Татмăш ялĕнче Женя ывăлĕпе тата Валя кинĕпе пурăнаççĕ. Сакăр теçетке урлă каçнă ватăсем кăçал пĕр çемьене чăмăртанни 55 çул çитнине паллă тунă.

Эльвира КУЗЬМИНА.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика