25 августа 2012 г.
Пирĕн район, республикăн кăнтăр хутлăхĕнчи районсемпе танлаштарсан, пыл туса илессипе ытла палăрсах каймасть. Çапах вĕлле хурчĕсене ĕрчетсе усрама Элĕк тăрăхĕнче те лайăх майсем çук мар. Шăпах çакна палăртрĕç хурт-хăмăр ăстисен Элĕкре ирттернĕ республикăри семинар-канашлура.Пухăннисене район администрацийĕн пуçлăхĕн социаллă ыйтусемпе ĕçлекен çумĕ Э.Николаев хурт-хăмăр ĕрчетес тĕлĕшпе тăрăшса ĕçлеме ăнăçусем сунчĕ, вĕлле хурчĕсен йышне ÿстерме тухăçлă майсем пуррине палăртрĕ.
Райадминистрацин ял хуçалăхĕпе экологи пайĕн начальникĕ А.Прохоров агропромышленность комплексĕн ĕçĕ-хĕлĕпе, районта уй-хир ĕçĕсем мĕнле пынипе паллаштарчĕ, вĕлле хурчĕсене ĕрчетме хура тул, донник, люцерна ытларах акмаллине асăнчĕ.
Хурт-хăмăр ăстисемшĕн ЧР ял хуçалăх министерствин вĕлле хурчĕ ĕрчетессипе ĕçлекен консультанчĕ Николай Пирожков тухса калани питех те усăллă пулчĕ. Хăй вăл Патăръел районĕнчи Турхан ялĕнчен, пыл хурчĕсене 20 çул ытла пăхса пурăнать, вĕллесем нумай тытать, Пĕтĕм Раççейри курав-кăтартусене тăтăшах хутшăнать. Николай Петрович хурт-хăмăр ĕрчетес ĕçри çĕнĕ технологисемпе паллаштарчĕ, чылай ыйтусене хуравларĕ.
Г. ГЕННАДЬЕВ.