АУ"Редакция Аликовской районной газеты "По жизненному пути"ОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Юрламасăр пурăнма пултараймасть

25 августа 2012 г.

Юратать Ехремкассине Ирина Юрьевна Прокопьева. Хăй Вăрнар районĕнчи Услапа Нурăсра çуралса ÿснĕ пулин те, халĕ пурăнакан ял тăван кĕтес вырăннех пулса тăнă, мĕншĕн тесен вăл Ехремкассинче тымар янă. Ирина Юрьевна кашни кун «Правда» общество кантурĕ патнелле тăсăлакан урам тăрăх ку таранччен миçе хутчен утса тухман-ши; Çула асфальт сарса хытарнăран йĕпе-сапара пылчăк çăрма тивмест.Çамрăка куллен кантурта куратăн. Склад заведующийĕ шутланнăран хутпа лармалли те сахалах мар. Çавăн пекех вăл заправщик ĕçне те пурнăçлать. И.Прокопьева Ехремкассине качча килнĕренпе «Правда» хуçалăхра тимлет.

Çĕр ĕçĕ, ял пурнăçĕ çывăх уншăн. Шкултан вĕренсе тухсан та хуланалла тапман, Калининăра повар-кондитер специальноçне алла илнĕ. Хыççăн та тăван районтах пĕлĕве тарăнлатнă, Вăрнарти 29-мĕш училищăра бухгалтера вĕреннĕ. Çав вăхăтра хĕр ăс-тăна пуянлатнă, вăй-халне те çирĕплетнĕ. Ирина Юрьевна çуралса ÿснĕ кĕтесе дипломпа таврăнать. Тăван хуçалăхра ĕçе кÿлĕнет. Мĕн хушнине тÿрĕ кăмăлпа пурнăçланипе палăрать.

– Пурнăç урапине тытса чараймăн, вăл пĕр вĕçĕм малалла кусать, – терĕ Ирина Юрьевна. – Ехремкасси каччипе Валерийпе хамăр тăван ялта ăнсăртран паллашрăмăр. Вăл йăмăкĕ патне хăнана пынă пулнă. Эпĕ вара темле майпа вĕсем патне çаклантăм. Тĕл пулу вăхăтĕнче Валерийпе калаçса кайрăмăр. Шăпа çине çапла çырнă-ши, хыççăн унпа темиçе хутчен те курнăçрăмăр. Пĕр-пĕрне юратнине ăнланса илтĕмĕр. Çавна май çемье çавăртăмăр.

И.Прокопьева Ехремкассине качча килсен ĕçсĕр пурăнма шутламасть, «Правда» хуçалăхра хăйĕн тÿпине хывма пуçлать: бригадăна тухса çÿрет, сыснасем те пăхать. Кайрантарахпа вара склад заведующине çирĕплетеççĕ.

– Сире сцена çинче пĕрре мар асăрханă. Тахçантанпах юрлатăр-и; – ыйту паратăп эпĕ.

– Юрă юрласси – чуна çывăх. Сцена çине тухсан пĕтĕм йывăрлăх сирĕлсе пĕтнĕн туйăнать, – терĕ Ирина Юрьевна.

Вăл шкулта вĕреннĕ çулсенче тĕрлĕ мероприятисене час-часах хутшăннă, пултарулăхпа палăрнă. Ÿсерехпе те юрлама пăрахман. Çавăнпах ăна Хăмăш клуб директорĕ концертсене хутшăнтарнă. Хĕр малтанхи вăхăтра сцена çине ушкăнпа кăна тухнă пулсан, кайрантарахпа хăй тĕллĕн юрлама пуçланă. Техника пулнă та – Вăрнар районĕнчи тĕрлĕ яла концертпа çитнĕ, курма пынисене хăйĕн илемлĕ сассипе тыткăна илнĕ. Ехремкассине килсен те концертсене хаваспа хутшăннă. Халĕ те сценăран уйрăлмасть. Вырăнти культура ĕçченĕ репетицие тухма чĕнчĕ – турткалашса тăмасть, çийĕнчех килĕшет. Валерий мăшăрĕ те юрлама чармасть, концертсене хутшăнма хирĕçлемест. Ырă сăмах чуна ăшăтать. Ирина Юрьевна, виçĕ ача амăшĕ пулин те, çывăх çынни хавхалантарнăран пултарулăха туптать те туптать. Юрăсене ытларах хăй тĕллĕн юрлама хăнăхать. Пасарта е лавккара чăваш юррин çĕнĕ дискне туянма нихăçан та укçа-тенкĕ шеллемест. Итлет те – килĕшнине суйласа илет. Чи малтан, паллах, сăмахĕсене хут çине куçарать. Хыççăн кĕвĕпе пĕрле çыпăçуллă юрлама вĕренет. Пахалăх çине уйрăмах тимлĕ пăхать.

И.Прокопьева ÿлĕмрен те сцена çине тухса юрăсем шăрантарасшăн. Халăха савăнтарни чăн телей мар-и;

Юрий КОРНИЛОВ.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика