АУ"Редакция Аликовской районной газеты "По жизненному пути"ОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Пултаруллисене аталанма пулăшмалла

29 августа 2012 г.

Çĕнĕ вĕренÿ çулĕ умĕн вĕрентÿ тытăмĕнче ĕçлекенсем августри канашлăва пухăнасси, иртнĕ çулхи кăтартусене пĕтĕмлетсе умри тĕллевсене палăртасси йăлана кĕчĕ.Районта педагогсен кăçалхи конференцийĕнче пултаруллă ачасемпе талантлă çамрăксене пулăшу памалли тытăма аталантарассин çул-йĕрĕпе çыхăннă ыйтусене пăхса тухрĕç. Район администрацийĕн пуçлăхĕн социаллă ыйтусемпе ĕçлекен çумĕ – вĕренÿ пайĕн пуçлăхĕ Э.Николаев иртнĕ çулхи кăтартусене асăнчĕ, умри тĕллевсемпе паллаштарнă май педагогсен хавхалантару укçине пайлас ыйтупа нумай ĕçлемеллине палăртрĕ. «Халиччен тунă çитĕнÿсемпе лăпланса ларма юрамасть, чарăнса тăни каялла чакнипе танах», – терĕ Эдуард Владимирович. Вăл шкулти кашни ачапа уйрăммăн ĕçлемеллине, вĕсене «çÿлтен» панине туллин уçма пулăшмалли пирки те асăнчĕ. Мĕн пур ачана çемье нухратне шута илмесĕр вĕренме, пултарулăха кăтартма май паракан тухăçлă вĕрентÿ тытăмне никĕслеме вăхăт çитнине те палăртса каларĕ.

Район администрацийĕн пуçлăхĕ А.Куликов пултаруллă, ăс-тăнлă ачасем районăн тĕп хăвачĕ пулнине, çавна май хальхи экономикăпа социаллă тĕллевсене татса пама пулăшакан вăй пулнине пĕлтерчĕ. Александр Николаевич педагогсене тивĕçлĕ ĕçшĕн тав турĕ, çĕнĕ вĕренÿ çулĕнче пысăкрах çитĕнÿсем тума ырлăх сунчĕ.

ЧР Патшалăх Канашĕн депутачĕ Н.Ванеркин вĕрентекенсене ăнăçу сунчĕ. Тухса калаçакансем вĕрентекенсен професси ăсталăхне ÿстерес тĕлĕшпе ĕçлемеллине, хальхи йышши вĕрентÿ хатĕрĕсемпе туллин усă курмаллине, тĕрлĕ конкурссемпе ăмăртусен пĕлтерĕшне ÿстермеллине палăртрĕç.

Л.ПЕРОВ.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика