29 августа 2012 г.
Тĕнчери лару-тăрăва пĕлес, вăл е ку çĕршыва çитсе курма майсем туса парас тĕллевпе республикăри вĕренÿ министерстви çуллахи тапхăрта учительсене валли çур çÿрев йĕркелет.Акă районти вĕренÿ управленийĕн методисчĕ Людмила Ивановна Петрова анчахрах Германипе Францие çитсе килнĕ.
– Асăннă çĕршывсене каяссине нарăс уйăхĕн пуçламăшĕнче Шупашкарта биологипе хими предмечĕсене вĕрентекенсен семинарĕнче пĕлтернĕччĕ. Анчах та çула тухиччен тĕрлĕ ĕç тумалла иккен. Чи малтанах ют çĕршыв паспортне хатĕрлемелле, виза илмелле. Çавăн пекех сывлăх шайне палăртма медицина тĕрĕслевĕ витĕр тухмалла. Укçа-тенкĕ те пулмалла, – пĕлтерет 42 çул ытла ачасене вĕрентсе воспитани парас ĕçре тăрăшакан педагог.
Утă уйăхĕн виççĕмĕшĕнче республикăри районсенчи 20 вĕрентекен Мускавран самолетпа Германине вĕçеççĕ. Кельн хулинче чарăннă вĕсем. Хăна çуртне вырнаçнă. Педагогсем чи малтанах католиксен соборне çитсе курнă, унăн аваллăхĕпе, историйĕпе тата архитектурипе паллашнă.
– Кельн хулин урамĕсенче çÿп-çап выртнине асăрхаймăн. Хула тулашĕнче уйрăм çынсен çурчĕсем вырнаçнă. Йĕри-тавра чечек ешерет. Сăмах май каласан, урамра ÿсекен чечеке е унăн хунавне татнăшăн пысăк штраф хураççĕ. Уйсенчи тыр-пул ани çинче пĕр çумкурăкĕ те асăрхаймăн. Кельн хулинче пурăнакансен пахча çук, йăрансем тумаççĕ, пĕтĕмĕшле сутăн илеççĕ, – каласа парать опытлă педагог.
Маншау хули вара учительсене юмахри пек çуртсем пулнипе тĕлĕнтернĕ. Кашниех расна, илемлĕ. Хулара автотранспорт чупмасть. Уйрăм çынсем кафесем уçса тултарнă.
– Ниçта та пĕр ÿсĕр çынна та асăрхамарăмăр. Нимĕçсем ытларах чухне пылак эрех (вино) пĕчĕк виçепе тутанаççĕ иккен. Тепĕр саманта та палăртмалла. Минерал шыва ĕçсе ярсан та савăта çÿп-çап ещĕкне пăрахмаççĕ. Ăçтан илнĕ – çавăнта каялла кайса параççĕ. Куншăн шыв хакĕн темиçе тенкине туянакана тавăрса параççĕ. Кантăк музейне те çитсе куртăмăр. Тĕрлĕ савăт-сапа ăсталанине сăнарăмăр, – калаçăва тăсать Л.Петрова.
Франци çĕршывĕнче Парижра, Версальте, Луврта пулса курнă педагогсен ушкăнĕ. Музейсене кĕрсе тухнă. Тĕнчипе паллă Франци духийĕсене мĕнле хатĕрленине курнă.
Л.Петрова палăртнă тăрăх, ют чĕлхесенчен акăлчан е нимĕç чĕлхи пĕлни пысăк пĕлтерĕшлĕ. Тĕрлĕ кăткăс вăхăтра та ăна шкулта çеç вĕреннĕ нимĕç чĕлхи сахал мар пулăшнă.
Эльвира
КУЗЬМИНА.