29 августа 2012 г.
Куракăш хĕрачи Алена Матвеева ырă шухăш-ĕмĕтпе пурăнать. Шкулта тăрăшса вĕреннĕ. Ехремкасси шкулĕнче тăхăр класс ăнăçлă пĕтернĕ. Вăтам пĕлÿ илме Элĕке çÿренĕ.– Аслă классенче вĕреннĕ вăхăтра лицей класĕпе çывăх туслашрăм. Чăваш патшалăх университечĕн вĕрентекенĕсем гуманитари енлĕ предметсемпе кашни шăматкунах занятисем ирттеретчĕç. Эпĕ çав уроксене кăмăлпах çÿрерĕм, пĕлĕве тарăнлатсах пыма тăрăшрăм. Çапла вара пĕрлехи патшалăх экзаменĕсене те лайăх тытма май килчĕ, – терĕ Алена Матвеева.
Алла аттестат илнĕ хĕрача тÿрех Шупашкара çул тытнă. Чăваш патшалăх университечĕн юридици факультетне суйласа илнĕ. Студентсен йышне кĕме те тивĕçнĕ. Пиллĕк çул вĕренсе юрист дипломне илесси епле çăмăл пултăр; Тăрăшуллăскер йывăрлăхсене çĕнтерсех пынă. Аслă пĕлÿ тĕнчинче кулленех çĕннинчен çĕннине пĕлессишĕн ăнтăлнă. Теорилле пĕлĕве, паллах, практикăлла ĕçпе çирĕплетнĕ.
– Малтанхи курссенче Элĕк Енех лекме тÿр килчĕ. Район прокуратуринче практика ирттерме питех те интереслĕччĕ. Кăткăс та çăмăл мар ĕçе хăнăхма кунти ĕçченсем пулăшсах пычĕç. Пиллĕкмĕш курсра практикăна тĕп хуланах юлтăм, следстви комитечĕн ĕçне тишкертĕм, – малтанхи утăмсене ума кăларчĕ Алена Геннадьевна.
Вĕренсе пĕлÿ илнине стажировкăра туптанине мĕн çиттĕр; Ку яваплă тапхăрта районти потребительсен обществинче пулать Куракăш хĕрĕ. Çавăнта тăватă уйăх тимлесе саккун йĕркисене лайăхрах пĕлме пуçлать.
Халĕ Алена Матвеева иртнĕ çулхи ноябрьтенпе район прокуратуринче вăй хурать. Ăна пĕрремĕш разрядлă аслă специалист должноçне шаннă. Ответлăха туйса, тивĕçе ăнланса тимлет çамрăк. Вăл ытларах делопроизводство енĕпе ĕçлет. Кашни ĕç хутнех куç шăрçине упранă пек пăхса тăрать, кирлĕ пулсан хăй те хатĕрлет.
– Аслă юлташсем кăтартса, пулăшса пыни кăмăла çĕклет, татах та тăрăшуллăрах пулма хистет, – хавхаланса калаçрĕ çамрăк юрист.
Ăна кулленхи ĕçĕнче малаллах пăхма амăшĕ Луиза Николаевна та пулăшать.
Е.ТИМОФЕЕВА.